Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи ĕç коллективĕсенче пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи ĕç коллективĕсенче пулнă. Малтан Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводне çитнĕ, цехсемпе участоксенче производствăпа, хатĕр изделисемпе паллашнă, рабочисемпе калаçнă, ыйтăвĕсене хуравланă. «Сирĕн предприяти Шупашкар районĕшĕн çеç мар, Чăваш Еншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн тавар вырнаçтармалли хăйĕн рынокĕ пур. Эсир ыранхи куна шанса ĕçе тухатăр, хăвăра çирĕпрех туятăр», - тенĕ Михаил Васильевич. Юрий Попенов гендиректор пĕлтернĕ тăрăх - заводăн пĕлтĕрхи продукци калăпăшĕ 2010 çулхинчен 21,6% ытларах, шалу 33,1% ÿснĕ. Кăçалхи тĕллевсем те пысăк: 660 млн ытла тенкĕлĕх тавар ăсатмалла /2011 çулхин 117,4%/, ĕç укçи 15% хăпармалла, çĕнĕ производство корпусне тума тытăнмалла. «Çĕр мамăкĕн тĕнчи» тулли мар яваплă обществăна 2011 çулхи çурла уйăхĕнче кăна хута янă. Районта çĕнĕ предприятисем уçăлни, çавна май ĕç вырăнĕсем тупăнни Михаил Игнатьева савăнтарнă. Кунти виçĕ цехра 70 çын вăй хурать. Пир-авăртан хатĕрленĕ япаласене сутма лавкка уçнă. Кăçал общество 15-20 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме палăртать. «Винта - А - Дент» обществăн çурчĕ те çĕнĕ. Ăна 2009 çулхи çулла тума тытăннă, пĕлтĕр çурла уйăхĕнче хута янă. - Ялтан анчахрах çитрĕм, тухтăр патне кĕçех кĕретĕп акă, черет вуçех çук, - тĕлĕнет Толик Хураскинчен килнĕ Вера Гурьева. Ял тăрăхĕсенче те медицина пулăшăвĕ илеççĕ пациентсем. Районта пĕтĕмĕшле врач практикин 10 уйрăмĕ, 45 фельдшерпа акушер пункчĕ.

Культурăпа кану центрĕнче районти общественноçпа канашлу иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Виктор Михайлов Шупашкар районĕн 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Тĕл пулăва ЧР министрĕсем те пынă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ку тăрăхра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртнă. Çамрăк тухтăрсем ытларах ку района суйласа илнĕ. Ялта тĕпленме кăмăл тунисене 1 млн тенкĕпе илĕртнинчен ытла тĕп хула çывăхра вырнаçнин пĕлтерĕшĕ те пурах ĕнтĕ. Шалу енчен те кÿрентермеççĕ. 2011 çулта тухтăрсем уйăхра 22 пин тенкĕ илнĕ, медсестрасем - 12411 тенкĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев Шупашкар районне инвестици хывма килĕшекенсем тĕп хуламăрта пуррине палăртнă. «Илĕртмелле вĕсене, - терĕ вăл, - инвестици малашлăха çул хывнине асра тытмалла». Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн пĕлтĕрхи аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 40-50 е ытларах та çул каялла тунă çуртсене юсас ĕç кăçал та малалла пырасса пĕлтернĕ. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисене наградăсем панă.

 



16 февраля 2012
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter