Эсир - Чăваш Енĕн пысăк вăйĕ

Иртнĕ тунти кун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче театр тата концерт учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Тĕл пулăва ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Палăртса хăварар: нумаях пулмасть Чăваш драма театрĕнче юсав ĕçĕсем иртрĕç. Унта çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарчĕç. Çĕнĕ Зеландире хатĕрленĕ прожекторсем, кĕвĕ, сасă, ятарлă тĕтĕм - йăлтах цифра мелĕпе йĕркеленсе тăраççĕ. Çакă спектакльсене çÿллĕ шайра лартма май парать. Асăннă оборудовани еплерех ĕçленипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата залра ларакансем те паллашрĕç.

- Малашне культурăн ытти учрежденине те çакăн йышши техникăпа тивĕçтерме тăрăшăпăр, - терĕ Михаил Игнатьев. Вăл республикăмăрти хăш-пĕр объекта реконструкцилес ыйтăва федераци шайĕнче сÿтсе явнине, «Раççей культури» программăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕпе Чăваш патшалăх филармонине кĕртес шанăç пуррине палăртрĕ. Çавăн пекех Раççей Правительстви сцена ветеранĕсене, «халăх» ята тивĕçнĕ артистсемпе художниксене хушса тÿлесси пирки асăнчĕ.

Пирĕн республикăра патшалăх шайĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма, Чăваш патшалăх оперăпа балет, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен, Чăваш патшалăх пукане, Вырăс патшалăх драма тата Чăваш патшалăх сăнав драма театрĕсем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Чăваш патшалăх филармонийĕпе Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капелли концерт организацийĕсем пур.

- Паян Чăваш Енри театрпа концерт учрежденийĕсенче 939 çын вăй хурать. Вĕсенчен 540-шĕ артистсем. Çав шутра 30 çула çитменнисем - 102-ĕн, - терĕ Роза Лизакова министр. - Апла пулин те пире çамрăк кадрсем тата ытларах та кирлĕ. Пĕлтĕр, акă, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев режиссер ятарласа Чăваш тата Вырăс драма театрĕсем валли артистсем хатĕрлесе кăларчĕ. Халĕ вĕсем ăнăçлă, тăрăшса ĕçлеççĕ, çитĕнÿсем тăваççĕ. Юлашки вăхăтра квалификацие ÿстермелли курссем йĕркелеме тăрăшатпăр. Оперăпа балет театрĕн солисчĕ Иван Снигирев, малтан хорта юрланăскер, Мускав патшалăх консерваторийĕнче хăйĕн пултарулăхне малалла туптать, стажировкăна çÿрет. Паян режиссер, театровед, художник ытларах кирлĕ.

Пире канăç паман ыйту - Çамрăксен театрĕн хăйĕн уйрăм çурт çукки тата Пукане театрĕн пысăк залĕ паянччен те уçăлайманни.

Роза Михайловна палăртнă тăрăх - Трактор тăвакансен культура керменĕнчи пĕчĕк зала /300 вырăнлă/ Çамрăксен театрне уйăрса пама йышăннă. Пукане театрне юсама вара 29 млн тенкĕ, унта çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма 40 млн тенкĕ ытла кирлĕ.

2018 çулта Чăваш патшалăх филармонийĕпе Оперăпа балет театрне реконструкцилеме палăртнă. Роза Михайловна ку ыйтусене 2013-2014 çулсенчех татса парасса шаннине каларĕ. Культура министрĕ театрпа концерт учрежденийĕсенче тăрăшакансен ĕç укçине кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 15 процент таран ÿстернине те асăнчĕ.

Чăваш артисчĕсем юлашки çулсенче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çеç мар, нумай çĕр-шывра гастрольте пулнă.

- Пирĕн диаспорăри йăхташăмăрсене, ытти халăха кăтартмалли пайтах. Сăмах май, кăçал - Пушкăртстанра, 2013 çулта Мускавра Чăваш Республикин Культура кунĕсене ирттерме палăртнă. Культура учрежденийĕсене çĕнĕ автобуссем кирлĕ, - терĕ министр.

- Чăнах та кăмăллă мар: артистсем кивĕ автобуспа гастроле, фестивальсене тухса çÿреççĕ. Ку ыйтăва çитес вăхăтра татса парăпăр, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев театр ĕçченĕсем куракансемпе Чăваш Ен хăнисене хавхалану, телей парнеленĕшĕн тав турĕ. Пултарулăхра палăрнисене ЧР патшалăх наградисемпе чысларĕ.





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 февраля 2012
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter