Елчĕк районĕ: Серафима Захаровна 100 çулхи юбилейне палăртать

Паян Лаш Таяпари Аслă урамра пурăнакан Кондратьевсен уяв. Кил хуçи Серафима Захаровна 100 çулхи юбилейне палăртать. Пурт тулли тăван-пĕлĕш пуçтарăнĕ. Çерем аппан тăватă ывăлĕ тата икĕ хĕрĕ ачисемпе мăнукĕсемпе килсен ларма та вырăн пулмĕ-ха. Пурĕ 52 мăнук  - çав шутра мăнукĕсен ачисем те! Чăннипе те пуян Çерем аппа. Вăл хăй те нумай ачаллă çемьере çурлса уснĕ: тăххăрăн пĕр тăван пулнă. Ял ачипе Николай Ивановичпа вăл çемье çавăрнă. Упăшки салтака кайсан 3 ачипе тăрса юлнă.1944 çулта Миккуль вăрçă хирĕнчен аманса килнĕ, суранĕсем турленейменнипе урине кастарнă. Миккуль колхозра аслă конюхра ĕçленĕ. Вăл виç урапаллă велосипедпа, машинпа çуренĕ. Кондратьевсен çемье йышĕ те пысăкланнă: тепĕр 5 ача çуралнă, вĕсенчен иккĕшĕ вилнĕ. Мăшăрĕ 1958 çулта çĕре кĕнĕ. Çерем аппа кĕçĕн ывăлĕн Валерийĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Паянхи кун тĕлне вăл пульницара выртса курман тесен те юрать. Пĕрре çеç, ун чухне те урине хуçсан анчах. Хĕлле урама тухсах каймасть, çулла хапха умĕнче ларма кăмăллать. Ун чухне куршĕ-аршă юнашар пырса ларсан тем çинчен те калаçма сăмах тупать. Икĕ патак çине таянса чăх-чĕпсем патне те тухса кĕрет. Икĕ класс анчах пĕтернĕ вăл. Çырма, вулама пĕлет. Тĕнчери хыпарсемпе хаçат вуласа паллашать.  Çерук аппапа Миккуль тетен ачисем ĕçчен те пултаруллă. Паянхи кун вĕсем пурте тивĕçлĕ канура. Зинон колхозра бригадир, Петя механизатор, Зоя телятница, Тамара бухгалтер, Валери тракторист пулса ĕçленĕ. Анатолий ял администрацийĕн ертуçи те пулнă.



17 февраля 2012
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter