Инвестици малашлăха çул хывать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Шупашкар районĕнчи ĕç коллективĕсенче пулчĕ. Малтан Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводне çитрĕ, цехсемпе участоксенче производствăпа, хатĕр изделисемпе паллашрĕ, рабочисемпе калаçрĕ, ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Сирĕн предприяти Шупашкар районĕшĕн çеç мар, Чăваш Еншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халĕ ăна, модернизаци программипе аталантарнăран, 20-30 çул каяллахипе танлаштараймăн. Унăн тавар вырнаçтармалли хăйĕн рынокĕ пур. Эсир ыранхи куна шанса ĕçе тухатăр, хăвăра çирĕпрех туятăр», - терĕ Михаил Васильевич.

Юрий Попенов гендиректор пĕлтернĕ тăрăх - заводăн пĕлтĕрхи продукци калăпăшĕ 2010 çулхинчен 21,6% ытларах, шалу 33,1% ÿснĕ. Кăçалхи тĕллевсем те пысăк: 660 млн ытла тенкĕлĕх тавар ăсатмалла /2011 çулхин 117,4%/, ĕç укçи 15% хăпармалла, çĕнĕ производство корпусне тума тытăнмалла.

«Çĕр мамăкĕн тĕнчи» тулли мар яваплă обществăна 2011 çулхи çурла уйăхĕнче кăна хута янă. Районта çĕнĕ предприятисем уçăлни, çавна май ĕç вырăнĕсем тупăнни Михаил Игнатьева савăнтарчĕ. Кунти виçĕ цехра 70 çын вăй хурать. Пир-авăртан хатĕрленĕ япаласене сутма лавкка уçнă. Кăçал общество 15-20 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме палăртать.

«Винта - А - Дент» обществăн çурчĕ те çĕнĕ. Ăна 2009 çулхи çулла тума тытăннă, пĕлтĕр çурла уйăхĕнче хута янă. Çурта ООО директорĕн Геннадий Аношинăн шучĕпе çĕкленĕ. Клиникăра 4 тухтăр, 2 медсестра, шăл техникĕ, санитарка вăй хураççĕ. Геннадий Степанович 2012 çулта стоматологи кабинечĕ уçас тĕллевлĕ.

Районти тĕп больницăра Михаил Васильевич тухтăрсем чирлисене епле йышăннипе, кабинетсен умĕнче черет пуррипе-çуккипе интересленчĕ. «80 проценчĕ электрон регистраци пулăшăвĕпе усă курать, - терĕ Михаил Алексеев тĕп врач. - Кунта 110 тухтăр, 355 медсестра ĕçлеççĕ».

- Ялтан анчахрах çитрĕм, тухтăр патне кĕçех кĕретĕп акă, черет вуçех çук, - тĕлĕнет Толик Хураскинчен килнĕ Вера Гурьева.

Ял тăрăхĕсенче те медицина пулăшăвĕ илеççĕ пациентсем. Районта пĕтĕмĕшле врач практикин 10 уйрăмĕ, 45 фельдшерпа акушер пункчĕ.

2011 çулта модернизаци программипе килĕшÿллĕн федераци фондĕнчен 25,1 млн тенкĕ çитнĕ. 2011-2012 çулсенче район больницин пурлăхпа техника базине çирĕплетме 33,2 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Культурăпа кану центрĕнче районти общественноçпа канашлу иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Виктор Михайлов Шупашкар районĕн 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Кÿкеç ен - муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчен чи пысăкки, халăх йышĕпе республика тĕп хулипе Çĕнĕ Шупашкар хыççăн виççĕмĕш вырăнта. 2010 çулхи çырав кăтартăвĕпе унчченхинчен /2002 ç./ халăх 0,5% хушăннă, çав вăхăтра ытти пур тăрăхра та çынсен шучĕ чакнă. Пенсионерсен хисепĕ те пысăк мар, 22% çеç. Производствăра ĕçлеме пултаракан вăй питти çын, çамрăк нумай. Районăн куншăн савăнмалла çеç. Инвестицие илĕртме майсем çителĕклĕ. Вăл малашлăха çул хывать.

Виктор Изосимович 17 организаци тупăшлă аталаннине палăртрĕ. Агропромышленноç комплексĕн ÿсĕмĕ те курăмлă. Пĕлтĕр усă курман 860 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, кăçал валли 269 гектар çеç хăварнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те тăрăшуллă. 2011 çулта кашни ĕнерен вăтамран 4775 килограмм сĕт сунă, 4 хуçалăхăн кăтартăвĕ 5 пинрен те иртет.

Тĕл пулăва ЧР министрĕсем те пынă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ку тăрăхра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртрĕ. Çамрăк тухтăрсем ытларах ку района суйласа илнĕ. Ялта тĕпленме кăмăл тунисене 1 млн тенкĕпе илĕртнинчен ытла тĕп хула çывăхра вырнаçнин пĕлтерĕшĕ те пурах ĕнтĕ. Шалу енчен те кÿрентермеççĕ. 2011 çулта тухтăрсем уйăхра 22 пин тенкĕ илнĕ, медсестрасем - 12411 тенкĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев Шупашкар районне инвестици хывма килĕшекенсем тĕп хуламăрта пуррине палăртрĕ. «Илĕртмелле вĕсене, - терĕ вăл, - инвестици малашлăха çул хывнине асра тытмалла».

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн пĕлтĕрхи аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çăмăл промышленноç япăхрах ĕçленĕ пулсан та çулталăка лайăхах вĕçленĕ. Промышленноçăн суту-илĕве тавар ăсатнă калăпăшĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кунта Шупашкар районĕн тÿпи пысăк.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ 40-50 е ытларах та çул каялла тунă çуртсене юсас ĕç кăçал та малалла пырасса пĕлтерчĕ. Хальлĕхе 25 процентне çеç юсанă.

Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисене наградăсем пачĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 февраля 2012
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter