Шупашкарта “Çĕр улми - 2012” IV курав иртрĕ

Нарăсăн 16-17-мĕшĕсенче Шупашкарта “Çĕр улми - 2012” IV курав иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. - Ял хуçалăхĕнче çĕр улми туса илесси - тĕп ĕçсенчен пĕри. Чăваш Республики унăн производство калăпăшне ÿстерсех пырать. Чи тупăшлă культура пулнăран хресченсем ку чухнехи технологисене производствăна кĕртеççĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстереççĕ, - тенĕ Михаил Васильевич. - Рынокра тавар хакĕ те, пахалăхĕ те тÿсĕмлĕ. Ял хуçалăх организацийĕ­­сен тупăшĕ шалу ÿстерме, республика экономикине аталантарма пулăшать. Эпир Раççей Федерацийĕнче чи лайăх 10 регион йышне кĕретпĕр. Унтан республика Пуçлăхĕ нумай хуçалăх “иккĕмĕш çăкăра” Мускава çулсерен ăсатни, тĕп хула çыннисем ăна юратса туянни, тавар вырнаçтарассине малашне те çирĕп пурнăçлас тĕллевпе Мускав мэрĕпе Сергей Собянинпа Килĕшÿ туни çинчен аса илнĕ. А.Г.Лорх ячĕллĕ Раççей ял хуçалăх академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наука тĕпчев институчĕн директорĕ Евгений Симаков: “Раççейре кунашкал курава арпуссăр пуçне пĕр культурăна та халалламан, - тенĕ. - Çĕр улми çăкăр пекех - унсăр пĕр кун та пурăнаймастпăр. Нихăçан та йăлăхмастпăр”. Форума 4 çĕр-шыв /АПШ, Канада, Германи, Беларуç Республики/, Раççейĕн 26 регион хăнисем хутшăннă, çĕнĕ сортсемпе, ял хуçалăх техникипе, ÿсен-тăрана сăтăрçăсемпе чир-чĕртен хÿтĕлекен хатĕрсемпе паллаштарнă. Уяв уçăлнă кунах “Çĕр улми çитĕнтерес ĕçĕн ку чухнехи лару-тăрăвĕ тата малашлăхри аталанăвĕ” темăпа наука-практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уçнă тата ертсе пынă. - Çак культурăна 130 çĕр-шывра туса илеççĕ. Вăл чăнласах “иккĕмĕш çăкăр”, тĕп апат-çимĕç шутланать, - тенĕ Сергей Владимирович. Чăваш Енре çĕр улми сорчĕсене çĕнетесси - тĕп вырăнта, хĕрĕхĕшне тĕпчеççĕ. Чи лайăххисене, паллах, хуçалăхсенче çитĕнтереççĕ.



18 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter