Чăваш Енре патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен спартакиади иртнĕ

Чăваш Енре патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен спартакиади старт илнĕ. Пĕрремĕш ăмăрту - йĕлтĕрпе чупасси - вырсарни кун Канаш районĕнче иртнĕ. Унта министерство-ведомствăсен, федераци органĕсен республикăри управленийĕсен, район-хула администрацийĕсен командисем хутшăннă.

Йĕлтĕрçĕсене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Юрий Васильев тата ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников саламланă. Вĕсем пухăннисене спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнсе каланă. Ăмăрту VIP-чупупа пуçланнă. 1500 метрлă дистанцие чи малтан ЧР патшалăх техника надзорĕн ертÿçи Владимир Дмитриев вĕçленĕ. Ун хыççăнах финиша ял хуçалăх министрĕ Сергей Павловпа Йĕпреç районĕн пуçлăхĕ Александр Яковлев çитнĕ.

Унтан старта министерство-ведомствăсен командисем тухнă. Ку тупăшура Ял хуçалăх министерствин йĕлтĕрçисене çитекенни пулман. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - ЧР Патшалăх Канашĕн тата Спорт министерствин командисем.

Федераци органĕсен республикăри управленийĕсен йĕлтĕрçисен ăмăртăвĕнче Шалти ĕçсен министерствин команди çĕнтернĕ. Айăплава пурнăçлакан службăн Чăваш Енри ертÿлĕхĕн тата МЧСăн ĕçченĕсем те пьедестал çине хăпарнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен командисенчен Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар районĕсен администрацийĕсем палăрнă. (А.Михайлов)



18 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter