Чăвашăн çĕр улмине ют çĕр-шывсем те пахаларĕç

Нарăсăн 16-17-мĕшĕсенче Шупашкарта “Çĕр улми - 2012” IV курав иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ.

- Ял хуçалăхĕнче çĕр улми туса илесси - тĕп ĕçсенчен пĕри. Чăваш Республики унăн производство калăпăшне ÿстерсех пырать. Чи тупăшлă культура пулнăран хресченсем ку чухнехи технологисене производствăна кĕртеççĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстереççĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Рынокра тавар хакĕ те, пахалăхĕ те тÿсĕмлĕ. Ял хуçалăх организацийĕ­­сен тупăшĕ шалу ÿстерме, республика экономикине аталантарма пулăшать. Эпир Раççей Федерацийĕнче чи лайăх 10 регион йышне кĕретпĕр.

 

 

Унтан республика Пуçлăхĕ нумай хуçалăх “иккĕмĕш çăкăра” Мускава çулсерен ăсатни, тĕп хула çыннисем ăна юратса туянни, тавар вырнаçтарассине малашне те çирĕп пурнăçлас тĕллевпе Мускав мэрĕпе Сергей Собянинпа Килĕшÿ туни çинчен аса илчĕ. Пĕлтĕр республикăра çĕр улми ăнса пулнăран ăна вырнаçтарасси йывăрланчĕ. Çавна май кăçал лаптăксене пĕчĕклетес хăрушлăх пур. Апла пулин те, Михаил Васильевич шухăшĕпе, пусăсене пĕлтĕ­р­­­хи шайрах хăвармалла. Таварăн пĕр пайне çĕр-шывăн тĕп хули илесси иккĕлентермест.

А.Г.Лорх ячĕллĕ Раççей ял хуçалăх академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наука тĕпчев институчĕн директорĕ Евгений Симаков: “Раççейре кунашкал курава арпуссăр пуçне пĕр культурăна та халалламан, - терĕ. - Çĕр улми çăкăр пекех - унсăр пĕр кун та пурăнаймастпăр. Нихăçан та йăлăхмастпăр”.

Форума 4 çĕр-шыв /АПШ, Канада, Германи, Беларуç Республики/, Раççейĕн 26 регион хăнисем хутшăнчĕç, çĕнĕ сортсемпе, ял хуçалăх техникипе, ÿсен-тăрана сăтăрçăсемпе чир-чĕртен хÿтĕлекен хатĕрсемпе паллаштарчĕç.

Уяв уçăлнă кунах “Çĕр улми çитĕнтерес ĕçĕн ку чухнехи лару-тăрăвĕ тата малашлăхри аталанăвĕ” темăпа наука-практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уçрĕ тата ертсе пычĕ.

- Çак культурăна 130 çĕр-шывра туса илеççĕ. Вăл чăнласах “иккĕмĕш çăкăр”, тĕп апат-çимĕç шутланать, - терĕ Сергей Владимирович. - 2009 çулта мĕн пур культурăран кĕнĕ тупăшăн 30 проценчĕ - унăн тÿпи, çав вăхăтрах ял хуçалăхĕ илекен тупăшăн 22 проценчĕ.

Республикăра мĕн пур тухăçăн 32 процентне ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем туса илеççĕ, Раççейĕпе - 22%. Уйрăм çын лаптăка шеллемест, пĕлеççĕ: çĕр улми - чи тупăшлă культура, çемье бюджечĕ ытларах унран кĕрет. Вĕсем - 70 пин хуçалăх - 2006 çултанпа 12 млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ, урăхла каласан - кашни виççĕмĕш ял çынни хушма хуçалăха патшалăх пулăшăвĕпе аталантарнă.

Чăваш Ен “иккĕмĕш çăкăр” çитĕнтерессипе çĕр-шывра чи малтисенчен пĕри, пĕлтĕр регионсен хушшинче 12-мĕш вырăн йышăннă.

Пирĕн республика теветкеллĕ тăрăха кĕрет. Темиçе çулта пĕрре çеç çанталăк лайăх килет. Çавăнпа типĕре шăвармасăр май килместех. 2011 çулта хуçалăхсем мелиораци техники нумай туяннă. Кăçал Комсомольски районĕнчи “Алга” хуçалăх валли федераци бюджечĕ 54 млн тенкĕ уйăрать.

Чăваш Енре çĕр улми сорчĕсене çĕнетесси - тĕп вырăнта, хĕрĕхĕшне тĕпчеççĕ. Чи лайăххисене, паллах, хуçалăхсенче çитĕнтереççĕ.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter