Шăмăршă районĕ: Николай Степанович Чамеев - спорт мастерĕ
Николай Степанович Чамеев... Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ. Районта ăна пĕлмен, унăн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен илтмен çын çук та пулĕ. Вăтам тата вăрăм дистанцисене чупса Тĕнче чемпионĕ пулнă, темиçе хутчен Европăри ăмăртусенче мала тухнă, сакăр хутчен СССР чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта аслă классенче вĕреннĕ çулсенче Коля Чамеев тăтăшах республикăри ăмăртусене хутшăнать, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума тытăнать. Вăл Кивĕ Чукалпа Пашьел хушшинчи çулпа кашни кун ир те, каç та чупнине астăваççĕ-ха ял çыннисем. Республикăн пĕрлештернĕ командине кÿртни татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантарса тăрать ăна, чупас ăсталăхне ÿстерсех пыма хистет. Раççей шайĕнчи ăмăртури пĕрремĕш ылтăн медале 1978 çулта Нальчик хулинче 3000 метрлă дистанцире çĕнсе илет. Тепĕр кунне те 5000 метрлă ăмăртура та пуринчен хăвăрт чупса тухса тепĕр ылтăн медале тивĕçет. Унтан 1981 çулта юниорсен 6 километрлă чупăвĕнче СССР чемпионĕ пулса тăрать. Çакăн хыççăн вăл, СССР пĕрлештернĕ командинче ăмăртса, Европа тата Тĕнче шайĕнчи чемпионатсенче пайтах медаль çĕнсе илнĕ. Унăн кăкăрĕ çинче халь çав çулсенче туптаннă 9 ылтăн, 8 кĕмĕл, 7 пăхăр медаль. Вĕсемшĕн тренировкăсенче миçе пин çухрăм чупса пиçĕхнине хăй те калаймасть. Н.А.Куприянов каланă тăрăх, спортра пысăк çитĕнÿсем тума ăна ĕçченлĕх, палăртнă тĕллевсене яланах пурнăçлама хăнăхни, хăйне хăй хистеме пĕлни пулăшнă та ĕнтĕ.
Çак кунсенче Николай Степанович аллă çул тултарчĕ. Çак ятпа редакци ĕçченĕсем унпа тĕл пуласшăнччĕ – тÿр килмерĕ. Вăл Кисловодск хулинче çамрăк спортсменсене çитес ăмăртусене хатĕрлет.
2005-2007-мĕш çулсенче Н.Чамеев, аслă пĕлÿллĕ педагог, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ. Çав çулсене аса илсе, ачасемпе çамрăксем спорт шкулĕнче завуч пулса ĕçленĕ С.П. Моисеева акă мĕн пĕлтерчĕ:
Николай Степанович ĕçлеме пуçласанах Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче хăвăрт чупакан ачасем палăрма пуçларĕç. Вĕсем районта кăна мар, республикăра та, Ульяновск облаçĕнче ("Нагаткинская миля") малти вырăнсене йышăнатчĕç. Тĕслĕхрен, Алексей Ермолаев, Ольга Уськина, Алиса Данилова, Алина Ишмуллина, Елена Можаева. Шкул пĕтерсен физкультура уйрăмне вĕренме кĕрекенсем те сахал мар пулчĕç. Вăл хатĕрленĕ Алексей Копылов, Александр Ишмуллин хăйĕн пекех физкультура учителĕ е тренер пулса тăрĕç. Тата çамрăк спортсменсене тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хăй укçипех илсе çÿретчĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса та хавхалантарчĕ. Çак çулсенчех районта виçĕ хутчен çăмăл атлетсен ăмăртăвне йĕркелесе ирттерчĕ. Тĕллевĕ паллă: тăван районта хăвăрт чупакан спортсменсем ытларах пулччĕр тесе тăрăшни. Çапла, халĕ Н.С. Чамеев, Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ Олимп резервĕсен шкулĕн тренерĕ, спортри талантлă ачасене тупса çитĕнÿсем патне ертсе пырать. Ку ĕçре те унăн çитĕнÿсем пайтах. Йышлă разрядниксем, район тата республика чемпионĕсем, çĕр-шыв шайĕнчи призерсем хатĕрлет. (Галина Иванова).