Шăмăршă районĕ: Алмаз – маттур та пултаруллă

РАЙОНТА пултаруллă та пуçаруллă çамрăксем нумаййи савăнтарать. Вĕсем ĕçре те, обществăлла мероприятисенче те, спорт ăмăртăвĕсенче те малтисен ретĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ çакнашкал хĕрсемпе яшсене тивĕçлипе хаклаççĕ. Вĕренÿре, бизнес-проектированире, наука, творчество, производство, управлени ĕçĕсенче пысăк çитĕнÿ тунисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме пултараççĕ. Шăпах уйăхсерен 1830 тенкĕ укçа илсе тăма тивĕç пулнă "Мир" ЗАО экономисчĕ Алмаз Садретдинов.

Алмаз Палтиел ялĕнче çуралнă, кунта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Шăмăршăри лицей класĕнче икĕ çул вĕреннĕ. Çирĕп тĕллевлĕ каччă малалла Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн экономика факультетĕнче ăс пухнă. Кунтан ăнăçлă вĕренсе тухсан райадминистрацин экономика пайĕнче специалист-эксперт пулса ĕçлеме тытăннă. Çапла пуçланнă вара унăн хĕрÿ ĕç тапхăрĕ. Пурнăç çулĕ ăна каярах "Искра" ял хуçалăх кооперативне илсе çитернĕ. Кунта Алмаз Садретдинова экономист должноçне шанса панă. Çамрăк каччăн вара хăй çуралса ÿснĕ ялах, ача чухне пулăшма çÿренĕ тăван хуçалăхах ĕçлеме килесси килнĕ. Кунта – палланă çынсем, кашни кĕтес çывăх уншăн. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă, вăл халĕ "Мир" ЗАОра вăй хурать.

А.Садретдинов спортпа туслă. Вăл хаваспах ăмăртусене хутшăнать, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Обществăлла мероприятисене те хастар хутшăнать. Вăл яланах çынсене пулăшма хатĕр. "Çынна пулăшни çĕре ÿкмест", – тесе вĕрентсе каланине Алмаз яланах асра тытать. Стипендиат тăван тавралăха та питĕ юратать. Ял çумĕнчи вăрман, тыр-пулпа хумханакан уй-хир унăн кăмăлне çĕклет. Çавăнпах ĕнтĕ пултаруллă каччă çут çанталăк илемне, пуянлăхне упраса хăварма тăрăшать. Паллах, тепĕр киленĕвĕ унăн – юратнă ĕçĕ.



21 февраля 2012
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter