Шăмăршă районĕ: спорт уншăн – пурнăç

Энтĕрьелĕнче çуралнă Сергей Хафизов ытти ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вĕсемпе пĕрле футболла, хоккейла вылянă, ытти вăйăсене хутшăннă. Юлташĕсемпе пĕрле шкула чупнă. Чăнахах та çапла, утса мар чупса çула кĕскетнĕ вăл. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн спорт еннелле туртăнма пуçланă. Хастар та пултаруллă каччă çитĕнÿсемпе те савăнтарма пуçланă, ăмăртусенче малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Çапла вара Сергей спортсăр пĕр кун та пурăнайман.

Кунсем, çулсем иртнĕ. С.Хафизовăн çара кайма ят тухнă. 1986 çулта Энтĕрьел каччине тăван-пĕлĕшĕ, тус-юлташĕ салтака ăсатнă. Вăл Таджикистан республикинче пограничниксен çарĕнче пилĕк уйăх вĕренÿре пулнă. Кунта çар ăсталăхне туптанă хыççăн вĕсене Афганистана куçарнă. Çамрăк яш куçĕпе çак тăрăх ытла та хăрушшăн та тискеррĕн курăннă: тусем, çунса хуралнă çĕр... Унтан та ытларах сисчĕвлентерекенни – душмансем. Вĕсем хăть те хăш вăхăтра та тапăнма пултарнă. Çавăнпа та пĕр самантлăха та тимлĕхе çухатма юраман.

Афган çĕрне Сергей 1988 çулхи кĕркуннечченех таптанă. Таврăнсан аслă шкулта вĕренме тытăннă. Çарта чухне те вăл спорта пăрахман. Салтаксем хушшинче ирттерекен ăмăртусене хутшăннă.

Паллах, Сергей Хафизов çарта чухне наградăсене те тивĕçнĕ. Ăна "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "СССР патшалăх чиккине сыхланă чухне палăрнăшăн", "СССР Хĕç-пăшаллă çарĕсене 70 çул", "Тав тăвакан афган халăхĕнчен" медальсемпе, "Воин-интернационалист" знакпа наградăланă.

Пĕр мухтанмасăр калама пулать, районта Сергей Анатольевича пĕлмен, палламан çын çук та пулĕ. Вăл нумай çул хушши ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕнче тăрăшрĕ. Ăна кашни спорт ăмăртăвĕнчех курма пулать: е судья вăл, е вылякан-чупакан.

Тăватă ача ашшĕ, ырă, сăпайлă та ĕçчен мăшăр. Виçĕ ывăлĕпе хĕрне юратнă мăшăрĕпе – Ирина Харитоновнăпа пĕрле тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Тĕпренчĕкĕсем те пурте спортпа туслă. Республикăра иртекен çемье эстафетинче те пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă Хафизовсем. Обществăлла мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ вĕсем.



21 февраля 2012
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter