Тăвай районĕ: эрнери планерка

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев эрнери планерка ирттернĕ.
Планеркăра должноçри çынсем, ертÿçĕсем харпăр хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн Ю.Васильев хушусем тунă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн сферинче нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй ăшăтмалла тăвассипе тата çĕнĕ урамсене электрификацилессипе малалла ĕçлемелле. Пирĕн район ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем умĕнче хальхи вăхăтра парăмсем çук тата срокран иртнĕ парăмсене ÿстерсе яман республикăри 5 муниципалитет шутне кĕрет. Çакăн пек ырă кăтартăва малашне те тытса пымалла, срокран иртнĕ парăмсене пĕтĕмпех татма тăрăшмалла. Эрне тăршшĕнче Çĕр-шыв хÿтĕлевçи кунне халалланă мероприятисем ирттермелле. АПК сферинче вăрлăхлăх материалсене хатĕрлесси, топливо, минераллă удобренисем кÿрсе килесси тимлĕхре пулмалла.
2012 çулхи мартăн 4-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне йĕркеллĕ ирттересси те актуаллă ыйту. Районти суйлав участокĕсенче веб-камерăсем вырнаçтарассине вĕçленĕ. Суйлав участокĕсенче пурлăха упрассипе тата хăрушсăрлăх енĕпе хушма мерăсем йышăнмалла.


21 февраля 2012
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter