Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлани

                                                       Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

                                Сире Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 Çак праçник çирĕп чунлă та хăюллă, Тăван çĕр-шыва тăшманран яланах шанчăклăн сыхланă тата ăна халĕ те çаплах тивĕçлипе сыхлакан паттăр çынсен уявĕ. Çар – çĕр-шывăмăрăн хăрушсăрлăхĕпе тăнăçлăхĕн гаранчĕ. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен хăюлăхĕпе çапăçури ăсталăхĕ, чăтăмлăхĕ тата тăван çĕре чунтан юратни мирлĕ халăха пуласлăха шанчăклăн кĕтме май параççĕ. Паян çамрăк ăру геройсен паттăрлăхне пĕтĕм чунтан сума суса асра упрать тата Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чаплă çар йăлисене тивĕçлĕн çĕнетсе пырать. Чăваш Енре хăюллă ачасем кадет шкулĕсенче пĕлÿ илеççĕ, шкул пĕтернĕ çамрăксем Суворов училищисене тата çар академийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Килес ăрури çамрăксем те, хăйсен ашшĕсемпе аслашшĕсем пекех, Тăван çĕр-шывăмăрăн интересĕсене шанчăклăн сыхласса тата çирĕппĕн хÿтĕлессе, çĕр-шывпа республика ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлессе, Раççей Федерацийĕнче тăнăçлăхпа çирĕплĕхе тивĕçлипе сыхласа упрассишĕн пĕтĕм вăйне парса тăрăшасса шанатăп. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем паян нумай-нумай саламлă сăмахпа ырă сунăм, ăшшăн тав тунисене йышăнĕç. Сирĕн пурнăçăрти кашни кунах телейпе тата савăнăçпа, çывăх çыннăрсен вĕçĕмсĕр юратăвĕпе тулли пултăр. Пурсăра та çирĕп сывлăхпа паттăрлăх, чун çирĕплĕхĕпе иксĕлми ырă шанăç, çитĕнÿсем тата лайăх кăмăл-туйăм сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                        М.Игнатьев.



22 февраля 2012
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter