Комсомольски районĕ: уяври «сывлăш» та калама çук ăшă та кăмăллă пулчĕ

Нарăсăн 23-мĕшĕнче пĕтĕм Раççей Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне паллă тăвать. Çак пысăк уява кашни хăйне май кĕтсе илет. Пĕрисем тин çеç хĕсметре пулнă яшсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, теприсем вăрçă ветеранĕсене хăнана йыхравлаççĕ, хĕсметере пĕрле пулнисем пĕр-пĕрне саламлаççĕ, пĕрле пуçтарăнса иртнĕ кунсене аса илеççĕ.

Хырхĕрри тĕп шкулĕнче уяв ячĕпе савăнăçлă концерт пулса иртрĕ. Ăна шкул ачисем вĕрентекенсем ертсе пынипе хатĕрленĕ. Шкулта хăйне май йăлана кĕнĕ: çулталăкри кашни уява черетлĕн пĕр класс  хатĕрлесе ертсе пырать. Хальхинче çак хисепе саккăрмĕшсем тивĕçрĕç. Вĕсем Н.К.Иванова класс ертÿçипе килĕшсе сăвăсем хатĕрлерĕç, уяв сценарине сÿтсе яврĕç. Палăртнă кун уроксем иртсенех пĕрремĕш-тăххăрмĕш классенче вĕренекенсем тата вĕрентекенсем савăк кăмăлпа истори кабинетне пуçтарăнчĕç. Уява уçса салтак тумне тăхăнна саккăрмĕш класс ачисем тухса тăчĕç. Çар тумтирĕ вĕсене çÿллĕрех те, кĕрнеклĕрех те кăтартрĕ. Салам сăмахĕсем хыççăн хăйсен пултарулăхĕпе кĕçĕн классенче вĕренекенсем паллаштарчĕç. Çиçсе тăракан куçсемпе вĕсем авалхи тата хальхи салтак юррисене шăрантарчĕç,  çав хушăрах вĕсене инсценировкăсемпе илемлетрĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсем те кĕçĕннисенчен юлмарĕç. Хăйсен юрри-сăввине яр уççăн та чуна пырса тивмелле юрларĕç. Куракансем те вĕсенчен юласшăн пулмарĕç, кашни юрра тенĕ пекех хавхаланса пĕрле юрларĕç. Юрă-кĕвĕ вĕрентекенĕ Р.Т.Морозова пултарулăхĕ те яр уççăнах курăнчĕ çакăнта. Чăн та, пĕтĕм чунне ачасене парса ĕçлет ăста педагог.

Çакна та каласа хăвармалла. Пысăк мар  шкулсенче вĕренекен ачасем пĕрне-пĕри пĕр кил-йышри пекех çывăх пĕлсе-палласа çитеççĕ. Тен, çавăнпа та пуль, çак уяври «сывлăш» та калама çук ăшă та кăмăллă пулчĕ.

 

Г.Белкова - Хырхĕрри тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ.



24 февраля 2012
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter