Çĕр-шыв пуласлăхĕ - çамрăксенче
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун çамрăксемпе курнăçнă, тĕл пулу Наци библиотекинче иртнĕ.
Михаил Васильевич çĕр-шыв, республика пуласлăхĕ патшалăхăн çамрăксен политикине тĕрĕс тытса пынинчен нумай килнине палăртнă. Статистика кăтартăвĕсем юлашки вăхăтра Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç тытăмĕнчи кадрсен йышĕ палăрмаллах çамрăкланнине çирĕплетет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ яшсемпе хĕрсене Çамрăксен кадр резервĕ çинчен каласа панă, пуçаруллă çамрăксем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне курăмлă тÿпе хывни çинче чарăнса тăнă.
Ыйтусене хуравланă май Михаил Игнатьев юлашки вунă çуллăхра патшалăх агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе тимлĕ пулнине палăртнă. Халĕ ялсенче кирлĕ условисем пур. Çапах ĕçлемелли те çук мар: «Калăпăр, электрификаци тата çамрăксем валли кану центрĕсем тăвас енĕпе. Çак ыйтусене пĕлетпĕр, вĕсене татса парас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ. Унăн шухăшĕпе - бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатни, çамрăк çемьесемпе специалистсене çурт-йĕр тума е туянма пулăшни те ялти кадрсен тытăмне çирĕплетме пулăшмалла.
Яшсемпе хĕрсем çĕр-шыври политика процесĕсемпе те кăсăкланнă. Калăпăр, Чăваш Ен Пуçлăхĕшĕн «тăнăçлăх» тени мĕн, массăллă митингсене вăл мĕнлерех хаклать? «Тăнăçлăх - çын ыранхи куна шанни, общество, политика тата социаллă пурнăçпа экономика сферисенче малалла аталанма кирлĕ условисем пурри», - тенĕ Михаил Игнатьев. Митингсене илес тĕк - вĕсене Михаил Васильевич лăпкăн йышăнать, паллах, çав акцисем саккунпа килĕшÿллĕн иртсен, экстремизма çывăх чĕнÿсем пулмасан...
Тĕл пулура çавăн пекех яшсемпе хĕрсен общество инфратытăмне аталантарассипе, республикăри çамрăксен политикине лайăхлатассипе çыхăннă пуçарăвĕсене пулăшассине те сÿтсе явнă. (К.Васильев)