Юрий Попов парнисемшĕн тупăшрĕç

Канмалли кунсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтассипе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ I турнирта вун тăхăр хулапа районти 200 яхăн атлет вăй виçрĕ. Вĕсене савăнăçлă парадра Юрий Алексеевич хăй, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев, тĕнче чемпионĕ, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Понихидкин /Канаш хули/, “Россельхозбанкăн” Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Кириллов профессор ăшшăн саламларĕç.

Парламент спикерĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ I турнирта Елчĕк районĕн, Чăваш ял хуçалăх академийĕн тата Йĕпреç районĕн кире пуканçисем хастар пулчĕç. Елчĕк районĕн чысне уйрăмах Николай Николаев, Екатерина Козлова, Елизавета Еремеева, Иван Кривов, Анатолий Анисимов тата Олег Федоров ăнăçлă хÿтĕлерĕç. Вĕсем хăйсен виçисенче тата тĕрлĕ ушкăнра пĕрремĕш вырăн йышăнса Юрий Попов çирĕплетнĕ кубока, ылтăн медале тата пĕрремĕш степень Диплома тивĕçрĕç. Çакна палăртма уйрăмах кăмăллă: Кĕçĕн Таяпа хĕрĕ, Чăваш ял хуçалăх академийĕн экономика факультечĕн студентки Екатерина Козлова 24 килограмлă снаряда малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 80 хут сулласа /рывок/ çĕклерĕ, республика рекордне çĕнетрĕ.

60 çултан аслăрах спорт ветеранĕсен ушкăнĕнче Улатăр хулин хисеплĕ гражданинĕ, СССР спорт мастерĕ Валерий Притуленко палăрчĕ. Вăл 16 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 111 хут тĕртрĕ. Ун хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăннă Владимир Ульяновăн /Хĕрлĕ Чутай/ кăтартăвĕ - шăп 100 очко.

Петр СИДОРОВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter