Пултаруллисене министр саламланă

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн республикăра Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе наука министрĕ Андрей Фурсенко пĕр кунлăх ĕçлĕ визитпа пулнă. Вăл Чăваш Енре пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшмалли тата аталантармалли тытăма мĕнле йĕркеленипе паллашнă.

Андрей Александрович Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнчи «Чăваш Республикинчи вĕренÿ тытăмĕ: çитĕнÿсемпе аталану малашлăхĕ» выставкăна çитсе курнă, педагогсемпе тĕл пулнă. Сăмах май, пултарулăх керменĕнче ачасене ăслăлăх-техника, спорт-техника, декоративлă тата ÿнер искусстви, тĕпчев енĕпе хушма пĕлÿ паракан 87 пĕрлешÿ ĕçлет, вĕсене 5200 ачапа çамрăк çÿрет. Пиллĕкĕшĕ «Ачасен тĕслĕх коллективĕ» ята тивĕçнĕ. Халăх инструменчĕсен «Эревет» ансамблĕ - «Раççей чунĕ» конкурс лауреачĕ. «Тĕкĕр» театр студийĕ те - ачасен театр искусствин Раççей, тĕнче конкурсĕсен призерĕ.

Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕ Чăваш Енри ачасен юхăмне аталантарас енĕпе республикăн пилот программине пурнăçа кĕртет. Кунта «21-мĕш ĕмĕр лидерĕ», «Пире уçлăх чĕнет», «Тăван çĕр-шыв ачисем», «Ачасен полици академийĕ», ытти инноваци проекчĕпе активлă ĕçлеççĕ.

Раççей министрĕ шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата призерсен йышне кĕме пултарнă çамрăксемпе те тĕл пулса калаçнă. 2011 çулта çак чыса 32-ĕн тивĕçнĕ, вĕсенчен 20-шĕ шкул пĕтерсе Раççейри паллă аслă шкулсен студенчĕсем пулса тăнă, 11-шĕ вуннăмĕшпе вун пĕрмĕш классенче вĕренеççĕ.

Тĕл пулура Андрей Фурсенко 11 лауреата Раççей Президенчĕн «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн талантлă çамрăксене пулăшма йĕркеленĕ премине панине çирĕплетекен дипломсем панă. Пĕлтĕр çак премие Чăваш Енĕн 76 представителĕ тивĕçнĕ. Пултаруллă вĕренекенсен çĕнтерĕвĕсем пирĕн республикăна Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадинчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шучĕпе 83 регион хушшинче 9-мĕш вырăн йышăнса чи лайăххисен шутне кĕме май панă. Пултаруллă çамрăксене пулăшмалли премие 2006 çулта туса хунă. Унтанпа ăна пирĕн республикăри 398 çамрăк талант тивĕçнĕ. (А.Лукиянова)



28 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter