Тăвай районĕ: черетлĕ планерка ирттернĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев райадминистрацин структура подразделенийĕсен, федераллă тата республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен уйрăмĕсен, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе черетлĕ планерка ирттернĕ.
Иртнĕ эрнери ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ тата малашлăх ĕçсене палăртнă хыççăн районти службăсен пуçлăхĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
Мартăн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ. Районта çак кун 29 суйлав участокĕ суйлавçăсене кĕтсе илĕ. Ю.Васильев организаципе техника ыйтăвĕсене пурне те татса панине тепĕр хут тĕрĕслесе тухма, тивĕçлĕ службăсене килĕшÿллĕн ĕçлеме, тимлĕ пулма ыйтнă.
Планеркăра çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес, Çĕнĕ Пуянкасси тата Йăнтăрчă ял поселенийĕсен территорийĕсенче çĕнĕ урамсене электрификацилеме тытăнас, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче хĕле ăсатас тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.


28 февраля 2012
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter