Çĕмĕрле районĕ: амăш капиталĕпе усă курассипе çыхăннă ыйтусем

«Ачаллă çемьесене пулăшма йышăннă хушма мерăсем» Федераллă саккун 2007 çултан вăя кĕнĕ. Çав хушăра Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталанăвĕн министерстин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 77 пин ача çуралнă, вĕсенчен 37 пиннĕшĕ çемьере иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем. Çураласлăх 8 процент ÿснĕ. Саккун вăя кĕни улттăмĕш çул кайрĕ çав-çавах та амăш капиталĕпе усă курассипе çыхăннă ыйтусем йышлă.

 

Амăш капиталне кама парççĕ, сертификат илмелли йĕрке мĕнлерех

 

Амăш капиталне илме 2007 –мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă е усрава илнĕ çемьесем тивĕç. Çак ирĕке çирĕплетме сертификат параççĕ. Ăна илмели йĕрке кăткăс мар - паспорт тата çемьери пур ачасен çуралнине ĕнентерекен хут тăратмалла та - пĕр уйăх хушшинче сертификат хатĕр.

 

Ача ашшĕ амăш капиталне илме пултарать-и;

 

Ку ирĕк ашшĕне çакăн пек чух куçма пултарать: енчен те ача амĕшĕ вилсен, ача енĕпе амăшĕн правине пăрахăçласан, çемьери ачасен тĕлĕшпе преступлени тусан. Енчен те вăл тăван ашшĕ мар пулсан амăш капиталĕн ирĕкĕ çемьери ачасене пĕр пек пайпа куçать.

Унсăр пуçне ашшĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачан пĕр-пĕччен усравçи пулсан та амăш капиталне илме ирĕк пур. Паллах усрава илни çинчен суд йышăнăвĕ 2007 – мĕш çулхи 1-мĕш январь хыççăн вăя кĕмелле.

 

Амăшĕн капиталĕн укçи паянхи куна миçе тенке çитрĕ;

Амăш капиталĕн калăпĕшĕ çулсеренех ÿсет. Саккун вăя кĕнĕ тапхăрта унăн сумми 250 пин тенкĕ пулнă - халĕ 387 пин те 640 тенке çитрĕ.

 

Амăш капиталĕнчен налук тÿлемелле–и;

 

Çук амăш капиталĕнчен налук тытса юлмаççĕ.

 

Амăш капиталĕн укçипе мĕнле майпа усă курма пулать;

 

Сертификат хуçисем ача виçĕ çул тултарсан амăш капиталне пĕтĕмĕшле е унăн пайне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме хывма юрать.

Кунта çакна каласа хăвармалла. Енчен те çемье пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ кредитăн тĕп парăмĕпе процентне тÿлесе татма шутлать пулсан, амăш капиталне ача виçĕ çул тултарассине кĕтмесĕрех усă курма пулать.

Амăш капиталĕн укçипе усă курма çырнă заявленипе документсене 2 уйăх хушшинче пăхса тухса укçана куçарса параççĕ. Кашни енĕпе мĕнле документсем кирлине Пенси фончĕн специалисчĕсем те ăнлантарса пама пултараççĕ е сайт çинче те пĕлме пулать.

 

Амăш капитал укçине алла илме пулать-и;

 

Амăш капиталне алла памаççĕ маларах асăннă тĕллевсемпе усă курма е кредит организацийĕн, е вĕренÿ учрежденийĕн, е строительный организацийĕн е хваттер сутаканăн счечĕ çине куçараççĕ.

 

Нумай çемье хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасшăн. Амăшĕн капиталĕ мĕнле пулăшма пултарать вĕсене;

 

Ача 3 çул тултарсан амăшĕн капиталне:

- пурăнмалли çурт-йĕр илнĕ çĕре яма юрать.

- пурăнмалли уйрăм çурт тунă çĕре яма май пур. 2011-мĕш çултанпа çурт йĕр харпăр хăй вăйĕпе,подрядчиксене хутшăнмасăр çĕкленĕ тата тĕпрен юсаса çĕнетнĕ (реконструкци тунă) çĕре яма ирĕк панă. Пирĕн республикăра ку тĕллевпе уйрăмах анлăн усă кураççĕ Ялта чылайăшĕ хăйсен çурчĕсене хуçалăх меслечĕпе çĕклеççĕ, тăванĕсемпе кÿршĕ-аршисене нимене чĕнеççĕ.

Тата амăш капиталĕн укçине маларах çĕкленĕ çуртшăн, (енчен те харпăрлăх ирĕкне 2007-мĕш çултан кая мар çирĕплетнĕ пулсан) е реконструкци тунă çуртшăн компенсаци илме май пур.

Унсăр пуçне амăш капиталĕн укçине пая кĕрсе тăвакан строительствăна яма, пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăнса малтанхи пай взносне тÿлеме, хваттер туянма е çурт тума кредит е заем илнĕ чухне пĕрремĕш взносне тÿлеме пулать. Тата, паллах, пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ тĕп парăма тата процентсене татма, çав шутра– ипотека кредичĕсене те.

 

Çурт-йĕр кредитне тÿлеме амăшĕн капиталĕпе ача 3 çула çитессе тăхтамасăрах яма пулать терĕр. Çак тĕллевпе усă курма мĕнле документсем кирлĕ;

 

Çурт-йĕр туянма илнĕ кредита çемье амăшĕн капиталĕпе ача ÿсĕмне пăхмасăрах тÿлеме пулать. Ку çĕнĕлĕхе Раççей правительстви йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2009-мĕш çултанпа пурнăçлаççĕ.

Амăш капиталне çурт-йĕр кредитне тÿлеме усă курас тесен сетрификат хуçин Пенси фондне заявленипе пĕрле паспортпа амăш капиталĕн сертификатне тăратмалла. Унсăр пуçне кредит килĕшĕвĕ, кредит парăмĕн юлнă сумми пирки банкран илнĕ справка, туяннă çурт-йĕре патшалăх регистрацийĕ тунин свидетельстви кирлĕ.

Тата çакна каласа хăвармалла. Заявлени панă вăхăтра çурт-йĕр правин харпăрлăхне çемье членĕсем çине куçарса çитереймен пулсан, нотариуса çирĕплеттернĕ обязательствă кирлĕ пулать.

Чăваш Енри ачаллă çемьесем çурт-йĕр туянма илнĕ кредитсене амăшĕн капиталĕпе сахал мар тÿлеççĕ. Чăваш республикинчи 12065 çемье 3,6 миллиард тенкĕлĕх кредит тÿлеме йышăннă.

 

Енчен те çурт туянас тĕллевпе илнĕ кредита упăшка ячĕпе илнĕ пулсан амăш капиталĕн укçипе кредита тÿлесе татма пулать-и;

 

Çурт-йĕр туянма илнĕ кредит договорне сертификат хуçин мăшăрĕ çине çырни те амăш капиталĕпе усă курма чăрмав кÿмест. Кун пек чух маларах асăннă документсемпе пĕрле упăшкан паспорчĕ тата мăшăрланнине ĕнентерекен хут тăратмалла.

 

Эсир амăш капиталне çурт-йĕр харпăр хăй вăйĕпе, подрядчиксене хутшăнмасăр çĕклеме тата реконструкци тунă çĕре яма пуласси пирки асăнтăр. Ку менле йĕркепе пулса пырать.

 

Кун пек чух амăш капиталĕн укçине унăн хуçине икĕ тапхăрпа куçарса параççĕ. 50 процентне – малтан, çак документсене тăратсан куçараççĕ:

- çурт тумалли çĕр лаптăкĕ патшалăх регистрацийĕ тунин свидетельстви,

- сертификат хуçине е унăн мăшăрне çурт тума ирĕк паракан хут,

- реконструкции тума ярас пулсан, çурт-йĕре патшалăх регистрацийĕ тунин свидетельстви,

- харпăрлăха çемье членĕсем çине куçарма шантарса çырнă нотариуса çирĕплеттернĕ обязательствă,

- банкра счет уçни çинчен хут.

 

Иккĕмĕш пайне - капиталăн малтанхи пайне илнĕренпе 6 уйăх иртсен тĕп строительствă ĕçсене пурнăçланине çурт çĕклеме ирĕк панă органсем тунă актпа çирĕплетсе заявлени çырнă хыççăн куçараççĕ. Кун пек акта ытларах чухне ял тăрăхĕн администрацийĕ (ял поселенийĕ) тăвать.

 

Енчен те амăш капиталне хваттер туянма янă пулсан, кайран ăна тÿрех сутса яма пултараççĕ-и; Ку саккуна хирĕçлемест-и;

 

Амăш капиталĕпе хваттер туянас пулсан ăна ачисен, мăшăрĕн пай харпăрлăхне çирĕплетмелле. Çавăнпа та хваттере сутас пулсан çул çитмен ачасен интересне шута илсе кăна сутма пулать (кунта опекăпа попечительство органĕсен ирĕкĕ кирлĕ).

 

Амăш капиталне çурт реконструкци тума яма пулать терĕр, апла çурта юсаса çĕнетме пулать-и ку укçапа;

 

Çурт реконструкци тунине ремонтпа хутăштармалла мар. Реконструкци тунă хыççăн çуртăн калăпĕшĕ учетлă нормăран сахал мар ÿсмелле (учетлă нормă республикăри кашни район валли çирĕплетнĕ виçе). Çапла вара амăш капиталĕн укçине хваттер, çурт ремонт тума яма май çук.

 

Амăш капиталне пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе усă курмалли çинчен пĕлтĕмĕр. Халĕ ачасене вĕрентме усă курасси пирки каласа парăр-ха

Амăш капиталĕн шучĕпе çемьери кирек хăш ачашăн Раççейри пĕлÿ пама ирĕк панă учережденийĕнче вĕреннĕшĕн, вĕреннĕ вăхăтра общежитинче пурăннăшăн тÿлеме май пур. Ача вĕренме пуçланă чух 25 çултан аслăрах пулмалла мар.

Унсăр пуçне кăçалтанпа капитал укçине ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ача сачĕн е вĕренĕвĕн кирек хăш учрежденийĕн пулăшăвĕшĕн тÿ¬¬лемешкĕн яма пултарать.

 

Ача садикне çÿренĕшĕн тÿлемелли йĕркепе паллаштарар-ха радиоитлекенсене

 

Ку тĕллевпе «сертификатлă» ача 3 çул тултарсан çемьери кирек хăшне те (аслине те кĕçĕннине те) ача садне çÿретнĕшĕн тÿлеме яма пулать. Çак тĕллевпе çырнă заявленипе пĕрле ача сачĕпе çирĕплетнĕ килĕшÿ тăратмалла.

 

Амăшĕн капиталне усă курмалли тепĕр ен вăл – амăшĕн пенсине ÿстерессиĕ Çак тĕллевпе мĕнлерех усă кураççĕ

 

Ача амăшĕ амăшĕн капиталне хĕрарăм хăйĕн ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне яма пултарать. Капитал укçи амăшĕ суйласа илнĕ управляющи компанинче е патшалăхăн тытăмне кĕмен пенси фондĕнче ÿссе пырать.

Капитал укçине пенси счечĕ çинче уйăрса палăртаççĕ – енчен те амăшĕн капиталне усă курас шухăш улшăнсан ăна çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма е ачасене вĕрентме усă курма юрать. Енчен те ача амăшĕ пурнăçран уйрăлсан амăш капиталне усă курмалли ирĕк унăн мăшăрĕ е ачисем çине куçать. Ăна çак тĕллевсемпех усă курма юрать.

Чăваш Енре амăшĕн капиталне амăшĕ хăйĕн ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне яма ыйтса çырнă заявлени хальлĕхе пулман-ха. Раççей Федерацийĕнче ку тĕллевпе усă курма 762 заявлени тăратнă

 

 

Анланмалла амăш капиталĕ çемьесем валли питĕ пысăк пулăшу. Калăр ха амăш капиталĕн сертификачĕпе миçе çул усă курма пулать ;

 

Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă саккунпа килĕшÿллĕн амăш капиталне 2007-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016-мĕш çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çемьере иккĕмĕш е ытларах çуралнă ачашăн параççĕ. Укçапа вара кирек хăш вăхăтра усă курма пулать.

 

Федераци шайĕнче кăна мар республикăра та амăш капиталĕ тÿлеме йăшăннă. Тĕрĕс-и;

 

Чăнах та кăçалтанпа Чăваш Республикин саккунăпе килĕшÿллĕн çемьере виççĕмĕш ача çуралсан амăш капиталĕ илме май пур. Унăн калăпĕшĕ 100 пин тенкĕ Капитал укçине пурăнмалли условисене лайăхлатма тата ачасене вĕрентме яма юрать. Регионти амăш капиталĕпе тивĕçтерес ыйтăва Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталанăвĕн министерсти пурнăçлать. Çавăнпа та регионти амăш капиталне илме заявлени вырăнти социаллă хÿтлĕх органне тăратмалла.

 

Тулли хуравсемшĕн тав. Енчен те амăш капиталĕпе усă курасси пирки ыйтусем пулсан сирĕн специалистсемпе мĕнле çыхăнма пулать

 

Ыйтусем çине тĕплĕнрех хурав Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи районти тата хулари управленисенче илме пулать.

Эпир халăха ыйтусене татса пама меллĕ условисем туса пама тăрăшатпăр:

- пур районсемпе хулари управленисенче те клиент службисем ĕçлеççĕ, кам хăй тĕллĕн тухса çуреймест микроавтобус çинче йĕркеленĕ куçса çÿрекен клиент служби графикпа вырăна тухса йышăнать;

- унсăр пуçне районсемпе хулари управленисенче те республикăри Пенси фончĕн уйрăмĕнче те «тÿрĕ» çыхăну телефонĕсем ĕçлеççĕ. Республикăри уйрăм телефонĕн номерĕ – 58-59-45;

- Пенси фончĕн сайчĕ çинче те кирлĕ информаци тупма пулать унтах ыйту та хăварма май пур.

 

 

 

УПФР в городе Шумерля и Шумерлинском

районе Чувашской Республики - Чувашии

Телĕ горячей линии, 5-44-60; 5-33-65; 5-48-52



28 февраля 2012
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter