Шăмăршă районĕ: лейтенант çăлтăрĕсем

Çĕнĕ Шăмăршăри Олег Миронов аслă классенче вĕреннĕ чухнех офицер пулма ĕмĕтленнĕ. Ку ахальтен пулман: унăн куккăшĕн ачисем – Андрейпе Денис Давыдовсем отпуска килсен ăна хăйсем вĕренекен Шалти çарсен Пермьри çар институчĕ çинчен нумай каласа панă, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен профессийĕ чи сумлисенчен пĕри пулнине те ăнлантарнă.

Çутă ĕмĕтпе хавхаланса кайнăскер, Олег шкулта яланах тăрăшса вĕреннĕ, ÿт-пĕвне тĕрлĕ енлĕ спортра пиçĕхтернĕ. Ашшĕ, Валерий Александрович, хăй вăхăтĕнче çар тивĕçне пурнăçланăскер, ывăлĕн шухăшне ырланă.

2005 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Олег Миронов тÿрех Пермьри çар институтне çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн вăл "Артиллери хĕç-пăшалĕ" факультетăн курсанчĕ пулса тăнă.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан предметсем тата çар хатĕрленĕвĕн занятийĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, 5 çул сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. 2010 çулхи июньте курсантсем, çав шутра Çĕнĕ Шăмăршă йĕкĕчĕ те, хулпуççисем çине пĕчĕк çăлтăрсемлĕ лейтенант пакунĕсене çакнă.

Олег Миронов лейтенант иккĕмĕш çул ĕнтĕ Мускав облаçĕнчи çар чаçĕнче службăра тăрать. Артиллери службинчи яваплă должноçра ăнăçлă ĕçлесе пырать вăл. 2011 çулхи служба ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем тăрăх ăна чаç командованийĕ Грамотăпа наградăлани те çакна лайăх çирĕплетет.

Пĕлтĕр август уйăхĕнче Олег Мироновăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – черетлĕ отпуска килсен Виçпÿрт Шăмăршă хĕрĕпе – Марина Абсалямовапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

Тетĕшĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса, 2010 çулта Шăмăршăри вăтам шкулта аттестат илнĕ хыççăн Алексей Миронов та Пермьри çар институтнех вĕренме кĕнĕ. Шăллĕ, тетĕшĕ пекех, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать, обществăлла ĕçре те хастар. Ахальтен мар ĕнтĕ институт командованийĕ курсантăн ашшĕпе амăшĕ – Валерий Александровичпа Ольга Антоновна Мироновсем патне çыру янă, хăйсен ывăлне лайăх воспитани парса ÿстернĕшĕн тав тунă.

Хăйсен ывăлĕсем çар профессине суйласа илнĕшĕн ашшĕпе амăшĕ чунтанах савăнаççĕ. Ара, çар офицерĕсем çĕр-шывра, халăхра ĕлĕкренпех пысăк хисепре-çке-ха.



28 февраля 2012
16:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter