Малашлăха талантсем никĕслеççĕ

Шупашкарта Д.А.Медведев Президент ертсе пынипе РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ.

Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев ĕнер Шупашкара килни кунта РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн çĕр-шывра талантлă ачасемпе çамрăксене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене сÿтсе явассине халалланă ларăвĕ иртнипе сăлтавланнине кура визит программинчи тĕл пулусем те çак темăпах çыхăнчĕç. Дмитрий Анатольевич «ЭКРА» НПП» ОООра, тĕп хулари 5-мĕш гимназире пулчĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа курнăçса калаçрĕ.

«ЭКРА» предприятире кăтартмалли-мăнаçланмалли пур. Реле хÿтлĕхĕн микропроцессорĕсене хатĕрлекен предприяти продукцийĕ хамăр çĕр-шывра та, чикĕ леш енче те питĕ кирлĕ. Нумаях пулмасть çуралнăскер темиçе çул хушшинчех коллектив йышне пин çын урлă каçарма пултарнă. Вăтам ĕç укçи - 40 пин тенкĕ ытла. Çапах Президента унта чĕнни çак самантсемпе мăнаçланас тенипе çыхăнман. Предприятире вĕренÿ центрĕ йĕркеленĕ. Кунта туса кăларакан продукцие туянакансен специалисчĕсене çав оборудование ĕçлеттерме вĕрентеççĕ. Çийĕнчен хамăрăн университет студенчĕсем вĕреннĕ вăхăтрах çакăнта пайăр ĕçсене хăнăхаççĕ те - диплом илсен ĕçлеме килеççĕ.

Дмитрий Медведев шăпах çак центр ĕçĕпе кăсăкланчĕ. Çамрăксем вăй хуракан тĕпчев лабораторийĕнче пулчĕ. Иван Кошельков инженер, кунта хальлĕхе çур шалупа ĕçлекенскер /аспирантурăра вĕренет те - туллин ĕçлемест-ха/, патшалăх пуçлăхне ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Дмитрий Анатольевич вăл мĕншĕн тулли шалупа ĕçлеменнипе кăсăклансан çамрăк çын «манăн ĕç кĕнеки хальлĕхе урăх çĕрте вĕт-ха» терĕ те - Президент кулса сăмах хушрĕ: «Пĕлетĕп, хамăн та çаплах пулнă». Анатолий Никитин профессор, ЧПУра вĕрентнисĕр пуçне предприятире те вăй хураканскер, хăйĕн кунти шалăвĕ пирки каланине вара Президент тĕлĕнерех йышăнчĕ: «Аван. Вĕренÿ заведенийĕсем хăйсем çапла ĕçлесе илнине ырламалла».

2007 çулта уçăлнă, паян 700 ытла ачана пĕлÿ паракан 5-мĕш гимназире те Дмитрий Анатольевич кăмăллă пулчĕ. Ачасем вĕренÿ вăхăчĕн пысăк пайне ăс-хакăлпа пултарулăх лабораторийĕсенче ирттереççĕ, предприятисенче стажировкăра пулаççĕ. Кунта тĕрлĕ кружок ăнăçлă ĕçлет, волонтерсен юхăмĕ пур. Пĕр сăмахпа, талантсене пулăшма кирлĕ условисем йĕркеленĕ.

Пултаруллă ачасемпе çамрăксене тĕрев парасси Дмитрий Медведевпа Михаил Игнатьев тĕл пулăвĕнче те тĕп тема пулчĕ. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри 503 шкулта паян 128 пин ача пĕтĕмĕшле пĕлÿ илет. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама кăçал иртнĕ çулхинчен виçĕ хут нумайрах укçа уйăрма палăртнă. Ялăн социаллă аталанăвне пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн вĕрентекенсене бюджет субсидийĕсемпе пулăшаççĕ. Çавна май ялсенчи шкулсенче кадрсен дефицичĕ пур пулин те ку ыйту ытти регионти пек çивĕч мар.

Михаил Васильевич республикăри темиçе муниципалитетра садике çÿремен ашшĕ-амăшне уйăхсерен 4330 тенкĕ пособи тÿлени çинчен пĕлтерчĕ. Кăмăллă хыпар - пĕлтĕр республикăра 8 ача сачĕ тума пуçлани. Çитес виçĕ çулта 25 ача сачĕ хута ярса садиксенче вырăн çитменнипе çыхăннă ыйтăва татса парасшăн.

Дмитрий Медведев республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса мĕнлерех пулăшнипе те кăсăкланчĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - 2008 çулхипе танлаштарсан тĕрлĕ бюджетран çак сфера валли уйăракан патшалăх пулăшăвĕн виçи 8,5 хут пысăкланнă, çак пулăшупа усă куракансен шучĕ те нумай ÿснĕ. Çакăн усси куç кĕрет: республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,5 хут пĕчĕкленнĕ - 1,2 процент шайне аннă. ЧР Пуçлăхĕ çак туртăма упраса хăварма шантарнă май Раççей Президенчĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени çитес çулсенчи экономикăн тĕп тĕллевĕ пулнине палăртрĕ: «Çак ĕç валли укçа хĕрхенмелле мар, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк».

- Тема çĕнĕ мар, - терĕ ПК президиумĕн ларăвне уçнă май Дмитрий Медведев, - эпир ăна Патшалăх Канашĕнче сÿтсе явнăччĕ. Халĕ ĕç ушкăнĕ çамрăк талантсене тупса палăртмалли концепци хатĕрленĕ, ăна пĕрле сÿтсе явмалла, халăх тишкермелле. Чи кирли - мĕн пур ачана хăйсен пултарулăхне аталантармалли майсем туса парасси. Патшалăхăн çакăн валли условисем йĕркелемелле. Çакă талантсене çĕкленме пулăшĕ, вĕсем вара çĕр-шыва лидер пулма май парĕç.

Çук, темле уйрăм, хупă элита ушкăнсем йĕркелесси пирки сăмах пымасть, çапах пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшса пыни кирлех. Дмитрий Анатольевич шухăшĕпе - шкул ачисем тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăм тĕллев - талантсемпе ĕçлекен педагогсене хатĕрлесси. Ку енĕпе вăл Шупашкарти 5-мĕш гимнази опытне ырласа палăртрĕ: «Ачасемпе калаçрăм - нумайăшĕ олимпиадăсене хутшăнать». Талантсене предпринимательсем тĕрев парассине хавхалантармалла. Çак шухăша çирĕплетме Президент «ЭКРА» тĕслĕхне илсе кăтартрĕ: унта бакалавриат, магистратура, аспирантура тапхăрĕнчи çамрăксем те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Ыйтăва сÿтсе явма пуçланă май Дмитрий Медведев чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхне сăмах пачĕ.

- Талантлă çамрăксемпе ĕçлессипе çыхăннă тимлĕх ÿссе пыни курăнать, - терĕ Михаил Игнатьев, - эпир çакна туятпăр. Раççей Президенчĕ пултаруллă çамрăксене регионсен, пĕтĕм çĕр-шыв аталанăвĕн тĕп стратеги ресурсĕ вырăнне хурать.

Михаил Васильевич ачасен аталанăвĕнче хушма вĕрентÿ тытăмĕн пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра Раççейри 11 млн яхăн ача /5-18 çулсенчи ачасен 49 проценчĕ/ ÿнер, наукăпа техника, туризм, экологи, тавра пĕлÿ, ытти енĕпе пултарулăхне аталантарать - занятисене çÿрет. Нумай регионта çамрăк спортсменсемпе тренерсене хавхалантараççĕ. Ку енĕпе РФ Президенчĕн стипендийĕсен пулăшăвĕ курăмлă. «Талантсене ятарласа тума çук, анчах вĕсем валли аталанмалли хăтлă условисем йĕркелеме пулать. Ку енĕпе мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетпĕр - талантсемпе генисем çавăн чухлĕ ытларах пулĕç», - терĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен опычĕ аван. 2002 çултанпа пултарулăхри ăнтăлушăн çамрăксене ятарлă стипендисемпе хавхалантараççĕ. 9 çулта 9 пин яшпа хĕре стипенди панă. Интереслĕ тĕслĕх: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн электротехника факультетĕнче вĕреннĕ стипендиатсем диплом илсен 100 проценчĕпех республикăри микропроцессорсем хатĕрлекен предприятисене ĕçе вырнаçнă.

Асăннă енĕпе пысăк ĕç тунине палăртнипе пĕрлех Михаил Васильевич çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ: ачасене пĕчĕклех пулăшса пымалли тытăм йĕркеленмен, вырăнсенчи бюджетсен майĕсем тĕрлĕрен пулнине кура регионсенче ачасемпе çамрăксене пулăшмалли майсем те тĕрлĕ, талантсене пулăшма укçа уйăрмалли пĕрешкел принципсем çирĕпленмен тата ыт.те. Сĕнÿсенчен пĕри - Федерацин талантсене шырамалли тата пулăшмалли ятарлă фондне йĕркелесси. Çавăн пекех хушма вĕрентĕве РФ субъекчĕсен полномочийĕсен шутне кĕртни те вырăнлă пулмалла.

Калаçăва РФ вĕрентÿ министрĕ Андрей Фурсенко тăсрĕ. Вăл та тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсене шкул ачисен çурри ытла хутшăннине палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе, пултаруллă ачасене çавнашкал тупăшура çĕнтерме пулăшакан вĕрентекенсене грантсемпе хавхалантарни вырăнлă пулĕччĕ, çав грантсен виçине самай пысăк тумалла - 50 пин тенкĕрен пуçласа...

Курган облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Олег Богомолов вырăнта «çуратса çитĕнтернĕ» талантсене пысăкрах укçа тÿлесе Мускав, пуян ытти регион илĕртсе кайни пирки сăмах пуçарчĕ те - ку туртăма Дмитрий Медведев тÿрех пÿлчĕ: «Ма ÿпкелешетĕр? Паллах, пăрахса кайнă, кайĕç те, пуянраххисем илĕртĕç. Сирĕн патран Мускава килеççĕ, Мускавран ытти çĕр-шыва та каяççĕ - кунашкаллинчен хăрама кирлĕ мар. Хупса хураймăпăр. Камăн кăмăл пур - каялла таврăнĕ...» Апла пулин те Дмитрий Анатольевич пĕр самант пирки шухăшласа пăхмаллине те палăртрĕ: «Енчен те студент хăйĕн шучĕпе вĕреннĕ тĕк - ют çĕр-шыва кайни тем мар. Бюджет шучĕпе вĕреннĕ пулсан - тен, тăкаксене саплаштарма та тивĕ...»

Хăрама кирлĕ маррине Новосибирск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Василий Юрченко çирĕплетрĕ: «Хăй вăхăтĕнче пăрахса кайнисем пирĕн пата каялла таврăнма пуçларĕç». Ученăйсем каялла килеççĕ-мĕн. Калининград, Орел облаçĕсен кĕпĕрнаттăрĕсем Николай Цуканов, Александр Козлов, Кабарда-Балкари Пуçлăхĕ Арсен Каноков та çак шухăшсемпе килĕшрĕç.

Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ Виктор Садовничий хăй ертсе пыракан аслă шкул ирттерекен олимпиадăсен пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсенче çĕнтерекенсем МПУна вĕренме кĕреççĕ - меллĕ. Университет çумĕнче тĕрлĕ енĕпе ăслă та маттур ачасем валли шкул йĕркеленĕ, çакă та хăйĕн çимĕçне кÿретех. Паллă гимнаст Алексей Немов, халĕ Гимнастика федерацийĕн вице-президентĕнче ĕçлекенскер, патшалăх пулăшăвĕ аталанма пулăшнине хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ: «Анне мана пĕччен çитĕнтернĕ. 120 тенкĕ ĕçлесе илетчĕ. Пире, спортпа туслă ачасене, апат çиме талонсем паратчĕç те - вĕсене укçалла улăштарса киле уйăхсерен тата 67 тенкĕ илсе килеттĕм. Çавăнпа та çемьесене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ».

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Дмитрий Медведев талантсене пулăшассин пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче тепĕр хут чарăнса тăчĕ. Тивĕçлĕ концепцие тишкермешкĕн вăхăт пачĕ, анчах вăл малашнехи ĕç никĕсĕ пулса тăрасси инçе мар ĕнтĕ - çывăх вăхăтрах йышăнĕç, пурнăçлама тытăнĕç.

 

Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 февраля 2012
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter