Халăх пурнăçĕпе сывлăхĕ - чи пĕлтерĕшли

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ача-пăчан васкавлă хирургийĕпе травматологийĕн Мускаври наука тĕпчев институчĕн директорĕпе, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕпе, медицина наукисен докторĕпе Леонид Рошаль профессорпа тĕл пулчĕ. Калаçу вăхăтĕнче республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмне финанслассипе тата амăшлăхпа ачалăх сывлăхне упрассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Михаил Игнатьев пирĕн республикăра тин çуралнă ачасем вилессин кăтартăвĕ çĕр-шывра чи пĕчĕкки пулнине палăртрĕ. Ку çитĕнĕве ача çуратма палăртнă тапхăртан тытăнса çире пур хĕрарăмсемпе теветкеллĕх ушкăнĕнчи пĕчĕк ачасене специализациленĕ пысăк пулăшу парасси таранчченех хĕрарăмпа тĕпренчĕкне медицина хÿтлĕхĕпе тивĕçтермелли ятарлă тытăм тунипе çĕнсе илме май килнĕ.

Республика пуçлăхĕ ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарассипе патшалăх тытса пыракан политика, ялти фельдшерпа акушер пункчĕсен, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен ĕçне йĕркелени çинчен каласа пачĕ. “Пирĕншĕн халăх пурнăçĕпе сывлăхĕнчен пахи çук”, - терĕ вăл.

Леонид Рошаль кадрсене ялта çирĕплетсе хăварни тата медицина ĕçченĕсен квалификацине ÿстерни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Ун хыççăн медицина наукисен докторĕ, Наци медицинин палатин президенчĕ Леонид Рошаль профессор тата РФ Патшалăх Думин Сывлăх сыхлавĕн комитечĕн председателĕн çумĕ, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” фракци членĕ Сергей Дорофеев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура çуртĕнче республикăри медицина общественноçĕпе, аслă шкул студенчĕсемпе тĕл пулчĕç. Мероприятие ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ертсе пычĕ.

Леонид Рошаль ĕçтешĕсемпе пĕрле паянхи сывлăх сыхлавĕн лару-тăрăвне тата малашлăх тĕллевĕсене сÿтсе явма хутшăнчĕ, пирĕн республикăна лайăххипе асăнмасăр иртеймерĕ. “Чăваш Енре эпĕ пĕрремĕш хут мар. Çĕр айĕнчи пуянлăхсемсĕр регион экономикăра, сывлăх сыхлавĕнче çакнашкал çитĕнÿсем тума пултарни ытти субъектсене чăннипех тĕлĕнтерет. Чăн та, ĕçĕрсем курăмлă: перинаталь центрне уçрăр, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ ăнăçлă сиплет. Çапах кăмăлсăррисем те пур. Мĕнех, ырри патне туртăнатпăр мар-и?”

Леонид Рошаль палăртнă тăрăх - икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче Общество палатине туса хуни пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, унта çĕр-шыв ертÿçисемпе тĕл пулма, ыйту пама, сĕнÿ тăратма май килет. “Общество палатине хутшăнни патшалăх ертÿçисене сывлăх сыхлавне укçапа çителĕксĕр тивĕçтерни пирки пĕлтерме пулăшрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ - “Сывлăх” наци проекчĕ кун çути курчĕ, медицинăра пуçламăш сыпăка упраса хăварма пултартăмăр. Ансăр специалистсен социаллă ыйтăвĕсене татса паман-ха, ку енĕпе малалла ĕçлемелле, - терĕ профессор. - 2008 çулхи кризисра та иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи шая анса лармарăмăр. Хушма финанса модернизаци программи тăрăх медицинăна аталантарма хыврăмăр: совет тапхăрĕнче те эпир çакăн чухлĕ укçана тивĕçмен. Халĕ врачсем магнитлă-резонанслă томографпа кăна çырлахмаççĕ, вĕсене компьютер томографĕ кирлĕ. Пĕрре кăна та мар, иккĕ таран. Сывлăх сыхлавĕ çĕр-шывшăн хакла ларать,” - çапла шухăшлать паллă тухтăр.

Леонид Рошаль медицина ĕçченĕсемпе студентсен нумай ыйтăвне хуравларĕ. Пулас тухтăрсене, сăмахран, вăл ертсе пыракан института интернатурăна лекмелли майсем канăçсăрлантараççĕ. Сывлăх сыхлавçисен професси теветкеллĕхне страхлассипе çыхăннă ыйтупа Наци медицинин палатинче икĕ енлĕ страховани йĕркелес тĕлĕшпе калаçусем пыни пирки хыпарларĕ Леонид Рошаль. Пухăннисем професси вĕренĕвĕпе, шалупа, медицина стажĕпе çыхăннă темăсене те хускатрĕç.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 февраля 2012
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter