Пурнăç çулне ача хăй суйлатăр

Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Чăваш Енре ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май Шупашкарти 5-мĕш гимназие çитсе курчĕ.

Интерактив хăмисем, электрон журналсемпе дневниксем, видеоконференцçыхăну, электрон карточиксен тытăмĕ, хăйсен лабораторийĕ... Çакăн евĕр çĕнĕлĕхсем пирки Раççейри чылай вĕренÿ учрежденийĕ ĕмĕтленме кăна пултарать. Чăваш Енри шкулсенчен нумайăшĕ вара хальхи вăхăтри информаци технологийĕсемпе куллен усă курать.

5-мĕш гимназире 700 ытла ача пĕлÿ пухать. Вĕсем вĕрентекенсен пулăшăвĕпе куллен çĕнни патне ăнтăлаççĕ. Юлашки вăхăтра пурнăçланакан çĕнĕлĕх - 5-7 классенче тĕп предметсене: математика, вырăс чĕлхи, информатика тата истори - гимназистсемпе гимназисткăсем пайланса вĕренеççĕ. «Хĕр ачасемсĕр тунсăх мар-и?» - кăсăкланчĕ Президент 6М тата 6Ч класс /сас паллисем вĕрентекенĕн ятне е хушаматне пĕлтереççĕ/ ачасемпе калаçнă май. Каччăсем хул пуççисене кăна сиктеркелерĕç... Информатика кабинетĕнче Дмитрий Медведев интерактив хăмине, хăватлă компьютерсене тата... Лев Подъельников çамрăк преподавателе, ЧППУ физматне пĕтернĕ хыççăн çулталăк çурă каялла кунта ĕçлеме килнĕскере, мухтарĕ. «Шкулта ĕçлемешкĕн арçынсене ытларах явăçтармалла», - терĕ Президент.

Математика урокĕнче Президента инçет вĕрентĕвĕн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсемпе паллаштарчĕç. Людмила Юдинцева пĕр харăс икĕ класра - гимназире тата Мускав çĕнĕ гуманитари шкулĕнче - урок ирттерчĕ. Педагог палăртнă тăрăх - вĕрентĕвĕн çак меслечĕ ачасен шухăшлавне аталантарма пулăшать. Эрнере пĕр хутчен çакăн евĕр уроксене çĕр-шыври аслă шкулсен чи лайăх преподавателĕсем ирттереççĕ.

Гимназире класс тулашĕнчи ĕç-хĕл вăйлă аталаннă. Ташă, ÿнер студийĕсем, вокал кружокĕсем, спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. «ТВ5» телестуди тата «Провода» хаçат - гимназистсен чи пысăк мухтавĕ. Çамрăк журналистсемшĕн çак кун нумайлăха асра юлмалли самант пулчĕ: вĕсем çĕр-шыв пуçлăхĕнчен интервью илчĕç. Вăл хальхи вăхăтри телекурава мĕнле хаклани, ачалăхри кăсăкланăвĕсем пирки ыйтса пĕлчĕç. «Шкулта вĕреннĕ чухне Президент пулма ĕмĕтленнĕ-и?» - ыйту та кăсăклантарчĕ вĕсене. «Хамăрăн телекурава хурлас та, ырлас та килмест, анчах технологи пуянлăхĕпе тата пултарулăх тытăмĕпе вăл çĕр-шыв аталанăвĕпе килĕшсе тăрать», - терĕ Дмитрий Анатольевич. Вăл çавăн пекех ача чухне каноэпе, байдаркăпа ишме юратни, фотокружока çÿрени пирки каласа кăтартрĕ. Президент пулма вара пачах та ĕмĕтленмен иккен: «5-мĕш класчен вĕрентекен пулас килетчĕ. Кайран спорт, хĕрсем кăсăклантарма пуçланă. 10-мĕш класс тĕлне пиçсе çитрĕм ахăртнех: юрист пулас терĕм. Вĕренсе тухрăм, паянхи кунпа кăмăллă».

Ачасем Президентран çĕр-шывра тепĕр вунă çултан мĕнле професси çыннисем ытларах кирлĕ пуласси пирки те ыйтрĕç. Дмитрий Медведев пысăк квалификациллĕ инженерсем çитменнине палăртрĕ: «Инженери вĕрентĕвĕпе çыхăннă тăкаксем питĕ пысăк. Юлашки çирĕм çулта ку енĕпе аслă пĕлÿ илекенсем сахалланчĕç. Çĕр-шыва аталантарас тесен çак профессие пулăшмаллах». Президент экономистсемпе юристсен шучĕ пирĕн экономика татса паракан тĕллевсемпе тÿр килмеллине пĕлтерчĕ. Гимназистсем патшалăх ертÿçинчен пулас профессие суйланă чухне ашшĕ-амăшĕн тата ачисен шухăшĕ пĕр килмесен мĕн тумалли пирки те ыйтрĕç. Ку йывăрлăх 9-мĕш класра вĕренекен Алексее пырса тивнĕ: хăй вăл Экономикăн аслă шкулне вĕренме кĕресшĕн, килтисем вара унран иженер тăвасшăн. Медведев ку енĕпе çамрăксем майлă пулнине палăртрĕ: «Атте-аннене итлемелле паллах, анчах пурнăç çулне яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн хăйĕн суйламалла. Япăх професси çук, пĕтĕмпех пĕлÿ шайĕнчен, пултарулăхран килет», - терĕ вăл. Ывăлĕ Илья та хăй кам пулассине палăртман иккен. «Хушăран унпа ку ыйтупа калаçу хускататăп. Анчах нихăш енчен те ирĕксĕрлеместĕп, пĕтĕмпех хăй татса парĕ, - палăртрĕ Медведев-асли. - Йăнăш утăм тумассине шанатăп». ("Хыпар" хаçат хатĕрленĕ)



29 февраля 2012
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter