Вăрмар районĕ: атте, анне, эпĕ тата садик - туслă çемье
Ашшĕ-амăшĕ воспитатель вĕсен ачине юратса пăхнине ĕненччĕр, вăл ăста вĕрентÿçĕ пулнине курса тăччăр тесе тăрăшаççĕ Кĕтеснерти «Хĕвелпи» ача-садĕнче ĕçлекенсем.
Ача сачĕн кулленхи ĕçне ашшĕ-амăшĕсене явăçтарассипе пирĕн садик пысăк опыт пуçтарнă. Çак ĕçĕн чи кăткăс та питĕ кирлĕ енĕ - «Уçă алăксен кунĕ» - вăл тин килекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене пирĕн кулленхи пурнăçпа паллашма пулăшать, унăн тĕп тĕллевĕсене палăртать. Çавăнпа та кĕçĕн ушкăнра ĕçлекен вĕрентекенсем, вĕсене пулăшакансем Л.Васильева, О.Самохвалова ачасем ача сачĕн пурнăçне хăвăрт та çăмăл хăнăхчăр тесе, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани пама вĕрентессине, пулăшассине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Вăтам ушкăна çÿрекен ачасен воспитателĕсем те В.Мефодьева, Э.Федорова ачасен шкулчченхи учрежденийĕпе çемье çыхăнăвне тачăрах тăвас тесе вăй хураççĕ, тумалли ĕçсене ашшĕ-амăшĕсемпе планлаççĕ, вĕсен тĕллевĕсене палăртаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем çак темăсемпе иртрĕç: «Воспитанипе вĕренÿ ĕçĕн задачисем», «Çĕнĕ çул каçĕ» тематикăлла выставкăсем. Е.Филимонова, О.Петрова, Н.Петрова, В.Иванова ачасен амăшĕсем унта та активлă хутшăнчĕç. Савăнăçпа тулчĕç ачасен куçĕсем ашшĕ-амăшĕсем ăсталанă теттесем çине пăхса. «Айтăр, пĕрле вĕренер» темăпа иртрĕ ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ çавра сĕтел хушшинче. Аслă ушкăна çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе Л.Захарова воспитатель «Часах шкула» темăпа çавра сĕтел ирттерчĕ.
Ачасен ашшĕ-амăшĕсем садик территорине тирпей-илем кÿме те пулăшрĕç. Шкулчченхи «Хĕвелпи» учреждени районти «Хăтлă ача сачĕ» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Ача ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ учреждени ĕçне активлă хутшăнать, тĕрлĕрен уявсем йĕркелеме, çитменлĕхсене пĕтерме пулăшать. Ача сачĕн коллективĕ ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн членĕсене - Т.Ивановăна, И.Терентьевăна, В.Андреева, В.Ивановăна, Н.Викторовăна - пысăк тав сăмахĕ калать.