Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакан Ксения Егоровна Егоровăна юбилей ячĕпе саламланă

Нарăсăн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакан Ксения Егоровна Егоровăна юбилей ячĕпе саламланă. Нарăсăн 3-мĕшĕнче вăл 100 çул тултарнă.

Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăм Вăрмар районĕнчи Çитмĕш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пурнăç тăршшĕпех «Россия» совхозра ĕçленĕ, хăмлаçă пулнă, пушă вăхăтра ял çыннисем валли тумтир çĕленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ. Ăна хисеп грамотисемпе наградăланă, темиçе хутчен те тав тунă. Хĕрарăма «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ĕçченĕ» ятсем панă. Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ мăшăрĕ çапăçу хирĕнчен таврăнман. Çирĕп кăмăллă Ксения Егоровна вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи йывăрлăхсене пăхмасăрах ачисене обществăн тивĕçлĕ çыннисем пулма пăхса ÿстернĕ. ЧР Пуçлăхне К.Егорова ывăлĕн Анатолин хваттерĕнче кĕтсе илнĕ. Унчченхи пекех вăл килти чылай ĕçе хăй тăвать, общество пурнăçĕпе, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланать. Вăл нумай çул пурăннин вăрттăнлăхĕ - тăванĕсене, çывăх çыннисене юратни. «Кам хăйĕн ашшĕ-амăшне хисеплет, çавна ачисем те сума сăвĕç», - çапла вĕрентет тăхăмĕсене Ксения Егоровна. Унăн - 11 мăнук, мăнукĕн 16 ачи, мăнукĕн 1 мăнукĕ. Михаил Игнатьев 100 çул тултарнă ветерана ăшшăн саламланă, парнепе тата чечексемпе савăнтарнă, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх суннă.



03 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter