Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрнере пулнă

Иртнĕ шăмат кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрнере пулнă. Малтан вăл К.В.Волков ячĕллĕ район больницин ĕçĕпе паллашнă. Владимир Кузьмин тĕп врач медицина ĕçченĕсем васкавлă пулăшăва мĕнле йĕркелени çинчен каласа панă. Сăмахран, васкавлă пулăшăвăн 4 бригади талăкĕпех ĕçлени халăха сиплевпе вăхăтра тивĕçтерме май парать. Терапи уйрăмĕнче электрон регистраци тытăмĕпе усă курни те паха. Чи кирли - чирлисем çак мелпе усă курса республикăн клиника больницинчи уйрăм специалистсем патне çырăнма пултараççĕ. Етĕрне больници Раççей шайĕнчи иккĕмĕш тытăмри травмоцентр шутланать. Михаил Игнатьев унпа та кăсăкланнă. Юлашки çулсенче çул-йĕр çинче аварисен шучĕ ÿснĕ май çынсем аманнă тĕслĕх нумайланни палăрать. Етĕрнере çак центра уçни вырăнлă, инкеке лекнисене вăхăтра пулăшма май пур. Михаил Игнатьев Етĕрнере пĕлтĕр тума пуçланă сĕт-çу заводне çитсе курнă. Ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ, строительсем объекта кăçалхи раштав уйăхĕнче хута ярассишĕн тăрăшаççĕ. Кунта 250 ĕç вырăнĕ пулĕ, талăкра 200 тонна сĕт тирпейлĕç. «Çĕнĕ заводăн пĕлтерĕшĕ районшăн кăна мар, республикăшăн та пысăк. Продуктсен хакĕсем пирки Етĕрнери професси паракан 25-мĕш лицейре çивĕч калаçу пулнă. Вĕрентÿ ĕçĕпе паллашнă май республика Пуçлăхĕ вырăнти пенсионерсемпе тĕл пулнă. Вĕсем лицейре компьютерпа усă курас ăсталăха алла илнĕ. Аслă ăру çыннисем виçĕ уйăхра Интернета тухма, тĕрлĕ программăпа ĕçлеме вĕреннĕ. Хисеплĕ ватăсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ, общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Ветерансем «Калинка» ансамбле çÿреççĕ, «Присурье» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче вăй-хала çирĕплетеççĕ. Етĕрнери культура çуртĕнче район активĕпе тĕл пулу иртрĕ. Кунта районăн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă.



05 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter