Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен Пуçлăхĕ­­пе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев нарăсăн 2-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Горкăри резиденцийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ­­пе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу стенограммипе пал­­­­­­­­л­ашма сĕнетпĕр.

Д.МЕДВЕДЕВ: Ырă кун пултăр! Ĕç мĕнлерех? Çанталăк еплерех? Пурте йĕркеллĕ ĕçлеççĕ-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Çанталăк сивĕ. Хула хуçалăхĕсем ĕлкĕрсе пыраççĕ, ялсенче çурт-йĕре хутса ăшăтма пĕтĕм май пур, пур çĕре те газ кĕртнĕ.

Д.МЕДВЕДЕВ: Апла пулсан çурт-йĕрпе коммуналлă комплекс виçеллĕ тăрăшать, халĕ нарăсри шатăр сивĕ тăрать пулин те - пурте йĕркере.

М.ИГНАТЬЕВ: Эпĕ чи малтанах Сире, Дмитрий Анатольевич, Эсир Раç­­­­­­çей Президенчĕ пулнă май çирĕ­п­­­­­лĕх кăтартса йышăну тунăшăн тав тăвас тетĕп. Сирĕн хушма кăтартăвăрсене эпир пурнăçа кĕртетпĕр - çурт-йĕре мĕнлерех пăхса тăнине патшалăх енчен тĕрĕслетпĕр. Кун пекки малтан пулман.

Çакăнсăр пуçне кашни тăваттăмĕш çемьене бюджетран социаллă пулăшу кÿретпĕр - республикипе 1,8 миллиард тенкĕлĕх. Шупашкара, республикăн тĕп хулине, илсен кашни тăваттăмĕш çемье - çăмăллăхпа усă куракан, сахал тупăш илекен çемьесем, ĕç ветеранĕсем. Вĕсем уйăхра вăтамран 960-шар тенкĕ илеççĕ.

Çавăн пекех эпир халăха кирлĕ информацие пĕлтерсе тăрассине йĕркелерĕмĕр, официаллă сайт уçрăмăр. Управляющи компанисем унта вăйра тăракан саккунсемпе çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн хăйсен укçа-тенкĕ тата хуçалăх ĕç-хĕлне çутатаççĕ. Пирĕн пурĕ пĕрле ертсе пыракан 131 компани. Вĕсем пурăнмалли нумай хваттерлĕ 10233 çурта пăхса тăраççĕ.

Д.МЕДВЕДЕВ: Çав компанисене çынсенчен мĕнле те пулин сăмах тивмест-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Пур ун пекки. Эпир хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаннисен списокне пухрăмăр. Вĕсем 10 процент майлă. Вĕсене общество-политика мелĕ­­сен тĕлĕшĕнчен витĕм кÿретпĕр. Правăна хÿтĕлекенсем касса çыхăнусăрлăхĕ тата укçа-тенкĕпе пурлăха тулаша илсе тухнă тĕслĕхсем пирки уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Д.МЕДВЕДЕВ: Хăйсене чăннипех те тÿрĕ кăмăллă тытмасан вĕсене явап тыттармалла. Тÿрĕ çул çине тăма пултараканнисене тÿрленме май памалла. Вĕсем касса çыхăнманлăхĕ патнех çитеççĕ, укçа-тенкĕ таçта çухалать пулсан - киревсĕрлĕх ку.

Эпир укçана тивĕçлĕ счет çине тÿрремĕнех куçарма сĕннĕ шухăша сÿтсе явнине ас тăватăр-и? Вăл сирĕн ЖКХ енĕпе пыракан тÿлевсем тĕлĕшпе мĕнле майпа пурнăçа кĕнĕ?

М.ИГНАТЬЕВ: Ку çул-йĕрпе пĕр­лехи касса-шут центрĕсем урлă пĕрремĕш утăмсем турăмăр. Укçа-тенкĕ çийĕнчех ĕç тăвакан компанисене куçать. Эпир ку ĕçе ÿлĕм те çирĕплетесшĕн, вăйлатасшăн. Мĕншĕн тесен хутшăнусем уççăн курăнаççĕ. Уçăмлă, çынсен куçĕ умĕнче тата лайăх пĕтĕмлетÿ пур.

Д.МЕДВЕДЕВ: Укçа ниçта та çухалмасть, мĕншĕн тесен çын уншăн-куншăн куçарнă 100-150 тенкĕ укçана паллă мар вăхăта çухалакан темле килĕштерÿçĕ мар, ĕç тăвакан компани е энерги перекетлекен кирек мĕнле урăх компани илнине ăнланмалла. Çак ĕçе эпир калаçса татăлнă пекех вĕçне çитермелле.

М.ИГНАТЬЕВ: Çапла тăвăпăр.

Д.МЕДВЕДЕВ: Пĕтĕмĕшле илсен лару-тăру, экономика пĕтĕмлетĕвĕ мĕнле?

М.ИГНАТЬЕВ: Цифрăсем Сирĕн аллăрта. Республикипе экономикăн мĕн пур отраслĕнче пĕлтĕр ырă туртăм вăй илнине палăртмалла. Регионта туса илекен мĕн пур продукта илсен - укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пăхсан 200 миллиард тенкĕрен кая мар тăракан продукци туса кăларнă. Эпир сахалрах ха­­­­­­­­тĕ­рлеме пăхса хăварнăччĕ.

Д.МЕДВЕДЕВ: Ÿсĕм 10 процентпа танлашать-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Индекс тĕлĕ­шĕ­­нчен çапла. Самай ăнăçлă кăтарту. Эпир ĕçлекенсене тав тăватпăр.

Д.МЕДВЕДЕВ: Ял хуçалăхĕ енĕ­­­пе лайăх, курăмлă ÿсĕм тунă.

М.ИГНАТЬЕВ: 2010 çул типĕ пулнăран - кăтартусем начарланчĕç.

Д.МЕДВЕДЕВ: Пур çĕрте те типĕ тăнă.

М.ИГНАТЬЕВ: Дмитрий Анатольевич, 2009 çулхипе /ăнăçлă çул пулнă/ танлаштарсан пирĕн ÿсĕм - 110 процента яхăн.

Д.МЕДВЕДЕВ: Апла пулсан 2010 çулхинчен - 45, 2009 çулхинчен 10 процент ÿснĕ-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Малтанлăха шутланă тăрăх 10 процента яхăн.

Д.МЕДВЕДЕВ: Лайăх ÿсĕм.

М.Игнатьев: Тĕп хăватсене инвестици хывасси те хушăннă. Пĕлтĕр индекс 115 процент пулнă. Пирĕн çĕр айĕнчи чĕр тавар çуккине шута илсен эпир ку начар мар кăтарту тесе шухăшлатпăр.

Д.МЕДВЕДЕВ: Çав укçа-тенкĕ ытларах ăçта хывăнать?

М.ИГНАТЬЕВ: Трактор, машина, вакун тунă çĕре. Пирĕн «Трактор завочĕсем» Концерн çĕнĕ завод хута ячĕ. Кунсăр пуçне республикăн тĕп хули - электротехника промышленноçĕн, хÿтĕлев релин центрĕ.

Д.МЕДВЕДЕВ: Вĕсенче пурте аталанать-и, йĕркеллĕ-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Пурте чĕрĕ. Кашнинче пултарулăхпа палăрнă, ăс-хакăлпа малалла талпăнакан çамрăксем вăй хураççĕ. Тивĕçлĕ çĕнетÿ пур тата ĕç укçи чылай пысăкрах.

Д.МЕДВЕДЕВ: Пурăнмалли çĕнĕ çуртсем тăвасси мĕнлерех?

М.ИГНАТЬЕВ: 866 пин тăваткал метр хута ямаллаччĕ. Эпир малтан палăртнă калăпăшран 10 пин тăваткал метр ытларах турăмăр. Статистика кăтартăвĕсене илсен мĕн пур çурт-йĕрĕн 50 процентне çуллен ялсенче ĕçе кĕртнине палăртас тетĕп.

Д.МЕДВЕДЕВ: Сахал хутлă çуртсем-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Уйрăм çын пÿ­р­чĕ­­сем, нумай хутлă çуртсем мар, икĕ-виçĕ хутлă.

Д.МЕДВЕДЕВ: Хăйсене килĕ­­шекенни-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Çапла, çынсем хăйсен ирĕкĕпе тăваççĕ. Хула таврашĕнче строительство валли тата Сирĕн хушăвăра пурнăçласа нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕсем уйăратпăр.

Д.МЕДВЕДЕВ: Виçĕ тата ытларах ачаллисене-и?

М.ИГНАТЬЕВ: Çапла, виçĕ тата ытларах ачаллисене. 518 çемье çав лаптăка илнине пĕлтерме пултаратăп. Çапах та хула округĕсенче инфратытăмпа çыхăннă ыйтусем пур. Вĕсене татса пама тăрăшатпăр. Ялсенче инфратытăмпа тивĕçтерессипе лару-тăру лайăхрах - 40 процентпа танлашать.

Д.МЕДВЕДЕВ: Ку лайăх программа, ăна малалла аталантармалла.

Пурăнмалли çурт-йĕр пирки калас тăк, паллах, перекетлĕрех класри çуртсем ытларах тума тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вĕсене чи малтанах ыйтаççĕ.

М.ИГНАТЬЕВ: Çапла.

Д.МЕДВЕДЕВ: Пĕр тăваткал метр халĕ миçе тенкĕ тăрать?

М.ИГНАТЬЕВ: Эконом-класри 30-32 пин тенкĕ.

Иртнĕ çул инноваци таварĕ шутланакан сутлăха янă продукци калăпăшĕ 9,5 процент ÿснĕ. Ку шăпах рынокра шыракан, пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен таварсем. Çак ĕçе малалла тăсăпăр. Çывăх малашлăхра ку калăпăша 20 процент таран пысăклатма тĕллев лартнă.

Д.МЕДВЕДЕВ: Михаил Васильевич, малашне те ăнăçлă ĕçлĕр. ("Хыпар" хаçатран) 



06 февраля 2012
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter