Вăрнар районĕ: Л.Николаев: «Çивĕч ыйтусене çемçетмесĕр çутатмалла...»

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче пулса журналистсемпе уçă калаçу ирттерчĕ

Икĕ сехете яхăн пынă калаçура районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин паянхи чăн лару-тăрăвĕпе çыхăннă, кая юлмасăр татса памалли влаç тата халăх умĕнче тăракан çивĕч ыйтусем хускалчĕç.

Ял хуçалăхĕпе ыйту ăнсăртран ытларах пулмарĕ – вĕсем ку сферăра чăнахах нумай. Çĕр çыннисен икĕ çул харăс çанталăкăн йывăр условийĕсенче ĕçлеме тиврĕ. Виçĕм çул типĕ çанталăка пула тупăшĕ пулмарĕ, пĕлтĕр вара ял хуçалăх культурисем ăнăçлă çитĕнчĕç пулин те вĕсен хакĕ çав тери пĕчĕк пулчĕ, йывăрлăхпа пухса кĕртнĕ «иккĕмĕш çăкăра» та туллин вырнаçтарма май килмен – хуçалăхсен хранилищисенче çимелли çĕрулми кăна 5 пин тонна ытла сутлăх выртать.

«Гвардеец» тата «Родник» хуçалăхсенче лару-тăру уйрăмах йывăр. Çĕре харпăрлăха куçарассипе ыйтусем нумай.

Сĕт туса илессипе район республикăра малта пыракан икĕ района – шупашкарсене тата елчĕксене хăвалать. Уйрăммăн илсен, «Янгорчино» хуçалăх вĕсемпе танлашнă е вĕсенчен ирттернĕ те теме юрать. Кунта пĕлтĕр çулталăкне кашни ĕнерен 5447 кг, районĕпе 4223 кг сĕт суса илнĕ.

Нумай хуçалăх паян Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕпе килĕшсе ĕçлет. Предприяти пĕчĕккĕн ура çине тăнă темелле. Кунта халĕ цехсене модернизацилес ĕçсем пыраççĕ, çĕнĕ оборудовани вырнаçтараççĕ. Сĕте хамăр районти 15 ялтан пуçтарнисĕр пуçне предприяти Муркашра та сĕт йышăнакан пункт уçасшăн.

Малалла ĕçлес текен хуçалăхсем пур. «Луч» кăçалтан акă арканнă «Вурнарская» агрофирмăн çĕрĕсен пĕр пайне (теприне – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ) çаврăнăша кĕртĕ. Планра çавăн пекех – сысна фермине анлăлатасси.

Чăннипех ĕçлес текенсене паян патшалăх укçа-тенкĕ енчен чылай пулăшма тăрăшать. Леонид Григорьевич ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ программăсем çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Аталану ыйтăвĕсем хуçалăхсенче çывăх вăхăтра тытăнакан отчетпа суйлав пухăвĕсенче тĕп вырăнта пулассине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев журналистсен нумай ыйтăвĕ çине уççăн хуравларĕ. Ĕçĕсем чăнахах нумай. Кăçал Республика кунĕ тĕлне Кĕçĕн Çавал çинче çĕкленнĕ шыв хранилищине пĕтĕмпех ĕçлеттерсе ямалла. Пăр комплексне тума тытăнмалла. Поселокра çĕклеме палăртнă çĕнĕ ача сачĕпе çыхăннă ыйтусене татмалла. Тăлăх ачасене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерессине вĕçлемелле. ЖКХ сферинче, поселок инфраструктурин аталанăвĕнче çивĕч ыйтусем чылай.

Журналистсем – влаçпа халăха çыхăнтаракан сыпăк шутланаççĕ. Çынсем чылай ыйтупа нумай чухне хаçат редакцине килеççĕ. Леонид Николаев вĕсене хумхантаракан ыйтусене, вăл е ку проблемăна çемçетмесĕр хаçатра уççăн çутатма ыйтрĕ. «Объективлă критика çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме май парать. Влаçăн халăхшăн ĕçлемелле», – терĕ вăл.



06 февраля 2012
10:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter