Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртнĕ

2012 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикинчи шкулсенчен пурĕ 130 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен 72-шĕ чăваш чĕлхипе литературине вырăс шкулĕн программипе вĕренеççĕ, 58-шĕ республикăри чăваш шкулĕсенчен. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти  шкулсенчен олимпиадăна 29 ача чăваш чĕлхипе литературине аван пĕлнине кăтартрĕç.

Республика тулашĕнчен олимпиадăна пурĕ 22 вĕренекен килнĕ: Тутар Республикинчен –  10, Пушкăрт Республикинчен – 9, Чĕмпĕр облаçĕнчен – 3. Вĕсем  чăваш чĕлхипе тата литературипе питĕ кăсăкланаççĕ, вĕсене юратса вĕренеççĕ. Çакна олимпиадăра аван кăтартса пама пултарчĕç ачасем. Вĕренекенсем юрă-ташă енчен те çав тери маттур пулнине тĕл пулура кăтартрĕç. Хăйсем ăсталанă илемлĕ чăваш тумĕсемпе çепĕç чăваш юррисене шăрантарчĕç вĕсем, куракансене чăннипех те савăнтарчĕç. Ачасене  тĕслĕх кăтартаканнисем Григорьева Лидия Кузьминична тата Алексеева Галина Гавриловна вĕрентекенсем пулчĕç.

Олимпиадăна килнĕ ачасем Шупашкарти паллă вырăнсенче пулса курчĕç. Педагогика университетĕнчи чăваш филологи факультечĕн студенчĕсем нумай кăсăклă япаласемпе пулăмсем çинчен каласа пачĕç шкулта вĕренекенсене.

Вĕрентекенĕсем валли «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çенĕлĕхсем» семинар иртрĕ педагогика университетĕнче. Меслетçĕсем тĕрлĕ çивĕч ыйтăва  хускатрĕç, вĕрентекене кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, учительсене вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.

(Вĕренÿ министерстви)



07 февраля 2012
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter