Шăмăршă районĕ:театр – кăмăл-сипет сиплевçи

Искусство тĕсĕсенчен чи витĕмлĕреххи – театр. Вăл – çыннăн кăмăл-сипет сиплевçи, чун-чĕре пуянлăхне аталанма май паракан çăл куç. Театр ачасемшĕн – вĕрентекен, ăс паракан хăйне евĕр шкул.

2011 çулта районти театр коллективĕсем ĕç планĕпе килĕшÿллĕн тата пĕр тикĕс ĕçлесе пычĕç. Февралĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районти илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем – театр коллективĕсем "Яланах театр" ятпа иртнĕ республикăри фестиваль-конкурсăн районти тапхăрне хутшăнчĕç. Жюри вĕсен сцена ăсталăхне тĕрлĕ номинацисем тăрăх пăхса хакларĕ.

Фестиваль пынă вăхăтрах илемлĕ вулакансен конкурсĕ те пулчĕ.

Район тапхăрĕнчи фестиваль вĕçленнĕ хыççăн жюри Шăмăршăри халăх театрне, Кивĕ Чукалти, Палтиелĕнчи тата Пуянкассинчи культура çурчĕсен театр коллективĕсене районта чи лайăххисем тесе йышăнчĕ. Вĕсем "Яланах театр" фестиваль-конкурсăн зона тапхăрĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартма тивĕçлĕ пулчĕç.

Чи лайăх поэзи театрĕ

Республика фестивальне Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи ачасен тата çитĕннисен театр коллективĕсем хутшăнчĕç. Пирĕн район чысне Шăмăршăри халăх театрĕ (режиссерĕ В.Львова), Кивĕ Чукалти театр коллективĕ (З.Карзанова) тата Палтиелĕнчи театр кружокĕн актерĕ Татьяна Долгова хÿтĕлерĕç. Илемлĕ вулакансен конкурсĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕ çумĕнчи "Пĕчĕк çăлтăрсем" театр кружокĕн артисчĕсем те лайăх енĕпе палăрчĕç (руководителĕ В.Львова). Жюри республика фестивалĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен Шăмăршăри халăх театрĕ "Чи лайăх поэзи театрĕ" номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Владимир Павловпа Федор Малов "Чи лайăх артист" номинацире çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Халăх театрĕн артисчĕсем Шăмăршăри Культура аталанăвĕн центрĕ ирттерекен мĕн пур мероприятисене хутшăнаççĕ. Творчество сезонĕ уçăлнă ятпа йĕркеленĕ концертра Е.Шамеевапа А.Григорьева "Лайăх упăшка" сценкăпа савăнтарчĕç.

Анне кунĕ тĕлне ачасен "Пĕчĕк çăлтăрсем" театр коллективĕ "Мухтав хĕрарăма!" литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕ. Районти ачасен елкинче те, "Раштав çăлтăрĕ" фестивальте те пĕчĕк актерсем сцена ăсталăхĕпе палăрчĕç.

"Татьяна кунĕ" театрализаци шоу-программине те театр актерĕсем ертсе пычĕç, тĕрлĕ инсценировкăсем лартрĕç. Юратакансен кунне халалланă концерт программине шÿтлĕ инсценировкăсемпе илемлетрĕç.

Март уйăхĕнче халăх театрĕ Н.Угарин пьеси тăрăх "Авлан ĕнтĕ, Михаля" спектакль хатĕрлесе районти ялсенче кăтартрĕ.

Кулăш кубокĕ

Апрелĕн 1-мĕшĕнче Культура аталанăвĕн центрĕнче "Кулăш кубокĕ – 2011" сатирăпа юмор конкурсĕ иртрĕ. Çак мероприятие кашни ял поселенийĕн театр кружокĕ хутшăнни, паллах, питĕ савăнтарчĕ. "1 степеньлĕ Кулăш Кубокне" Шăмăршăри халăх театрĕ тивĕçрĕ. Кивĕ Чукалти театр коллективĕ (ертÿçи З.Карзанова) иккĕмĕш, Пуянкассинчи театр кружокĕ (Н.Федотова) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Кунсăр пуçне жюри 1-3 вырăнсем йышăннă уйрăм артистсене те тĕрлĕ номинацисем тăрăх чысларĕ.

Апрельте халăх театрĕ райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕпе пĕрле "Чи лайăх призывник" конкурс тата "Чăваш пики" шоу-конкурс йĕркелерĕ. А.Кузьмина "Чăваш пики" район конкурсĕнче çĕнтерсе республикăра виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Акатуйри гала-концертра Васанти тата Пуянкассинчи театр кружокĕсем интереслĕ инсценировкăсем лартрĕç. Шăмăршăри халăх театрĕ космос темине халалланă литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕ.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ митинг программине ачасен "Пĕчĕк çăлтăрсем" театр коллективĕ "Мухтатпăр салтака" литература композицийĕпе хутшăнчĕ. Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне вара "Ачалăх вăл – эсĕ тата эпĕ" литература композицийĕ хатĕрлерĕ.

Халăх артистне халалласа

Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче Чăваш халăх артистне, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистне, хамăрăн чаплă ентешĕмĕре Геннадий Большакова халалланă юбилей каçĕнче халăх театрĕ "Вĕрентеççĕ арăмсем" (А.Сухан) спектакль сыпăкне кăтартрĕ. Ку спектакле Геннадий Арсентьевич та хутшăнса выляни вара пурне те чунтанах савăнтарчĕ.

Ноябрьте халăх театрĕ халăх умне 5 картинăллă "Юратупа ан выльăр" (А.Фальворочный) спектакльпе тухрĕ (вырăсларан Н. Угарин куçарнă). Çамрăксен хальхи проблемисене (ĕçкĕ-çикĕ, венери чирĕсем) çĕклекен спектакле шкулсенче вĕренекенсем ятарласа Шăмăршăна килсе курчĕç. Çитĕннисем валли Культура аталанăвĕн центрĕнчех тепĕр спектакль лартса патăмăр. Ку спектакле ытти ялсенче те ăшшăн йышăнчĕç.

Халăх пĕрлĕхне халалланă концерта пирĕн театр инсценировкăсемпе, монологсемпе хутшăнчĕ. "Пĕчĕк çăлтăрсем" коллективăн артисчĕсем "Мисс – Шемуршиночка" шоу-программăра вырăс халăхĕн "Золушка" юмахĕ тăрăх хатĕрленĕ театрализаци представленийĕ кăтартрĕç.

Шăмăршăри халăх театрĕ районти театр кружокĕсене, фольклор ушкăнĕсене, илемлĕ пултарулăх коллективĕсене методикăлла тата практикăлла пулăшу парса тăрать.

Район хаçачĕ Шăмăршăри халăх театрĕн, "Пĕчĕк çăлтăрсем" драма кружокĕн, районти ытти драма коллективĕсен творчество ĕç-хĕлне çутатса тăни хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсене савăнтарать, илемлĕ пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

 Валентина ЛЬВОВА, Шăмăршăри халăх театрĕн режиссерĕ.

 



07 февраля 2012
12:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter