Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти В.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне çитсе килнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри производство коллективĕсемпе тĕл пулсах тăрать. Çак кунсенче Шупашкарти В.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне çитсе курчĕ. АУО Патшалăх корпорацине пăхăнать, пысăк технологиллĕ промышленноç продукцийĕ хатĕрлет, Раççейри тĕрлĕ региона тата чикĕ леш енне ăсатать. Тĕпрен илсен - пиротехника, резинотехника, пластмасса изделийĕсем. Пăр пĕлĕчĕсене сирекен «Алазань-6» ракетăна Раççейĕн кăнтăр енчи регионĕсем, Вăтам Азири çĕр-шывсем хапăл тусах туянаççĕ. АУО генеральнăй директорĕ Михаил Резников предприяти ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Кунта 2225 çын вăй хурать, вăтам шалу - 12307 тенкĕ /Шупашкарта - 17,3 пин тенкĕ/.

 Çав кунах республика Пуçлăхĕ Шупашкарти ятарлă /чĕлхе кăлтăкĕсене тÿрлетме пулăшакан/ 1-мĕш пуçламăш шкула - ача садне çитнĕ.- Пĕлтĕр, Çĕнĕ çул умĕн, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ учреждение тĕпрен юсаса çĕнетмешкĕн пире 1 млн та 110 пин тенкĕ куçарчĕ, - пĕлтернĕ Ирина Волкова директор. Михаил Васильевич çав укçапа епле усă курнипе кăсăкланнă. Ку таранччен алăксене, чÿречесене улăштарнă, урайне плита сарнă. Классемпе ушкăнсенче юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Строительсем каланă тăрăх - вĕсем çĕртме уйăхĕнче вĕçленмелле.

 



08 февраля 2012
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter