Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин наука ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе саламлани

                                   Чăваш Республикин наукăн хисеплĕ ĕçченĕсем!

                                           Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

 Ăсчахсем – обществăн ăс-хакăл элити, вĕсем пурнăç çине урăхларах, ырă шанăçпа, хăйсен вăйне пĕлсе пăхнипе, пуласлăхшăн ырми-канми ăнăçлă ĕçлес шухăш-ĕмĕтлĕ пулнипе палăрса тăраççĕ. Республикăн наукăпа техника отраслĕнче тăватă пин ытла çын вăй хурать, вĕсенчен ытларахăшĕ наука докторĕн е кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Пирĕн хальхи обществăра сирĕн ăстăнăрпа туса хатĕрленĕ ĕçсемпе мĕн пур çĕртех анлăн усă кураççĕ. Инновацин тухăçлă хутлăхне йĕркелесси, малашлăхлă тĕпчевсене, наукăн малта пыракан шкулĕсене, талантлă çамрăксемпе пултарулăх туртăмĕллĕ ачасене пулăшу парасси ăслăлăх ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп-çул йĕр шутланать, çакă Чăваш Республикин экономика ÿсĕмĕпе социаллă аталанăвне ырă витĕм кÿрет. Республикăри студентсемпе аспирантсем пысăк вăй шутланаççĕ. Çамрăк ăсчахсем наукăн чи кирлĕ енĕсенче тĕпчевсем тăваççĕ, хăйсен ĕçĕсемпе, открытийĕсемпе производствăри тата социаллă сферăри çивĕч ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Патшалăх политики тата идеологийĕ пултаруллă çамрăксене пулăшма хушма хавхалантару мелĕсем палăртать. Çапла, 2004 çултан пуçласа пултарулăх туртăмĕллĕ 9 пин çамрăк Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Çынна, унăн ăстăн пултарулăхне хывакан инвестицисем ĕç тухăçлăхĕн шайне кăна мар, ун вăхăчĕн социаллă пурнăçпа экономика хаклăхне те ÿстерме пулăшаççĕ. Ан тив, сирĕншĕн пĕлÿлĕхпе тăнăçлăх, хăюлăх тата ĕç кăтартăвĕсен ăнăçлăхĕ шанчăклă туссем пулса тăччăр! Эсир ăслăлăхра тăвакан ĕç-хĕле пула эпир Чăваш Ене тата Раççее малалла ăнăçлăн аталантарма пултарасса çирĕппĕн шанатăп. Республикăри мĕн пур ăслăлăх пĕрлĕхне – ăслăлăх докторĕсемпе кандидачĕсене, преподавательсемпе аспирантсене, ăсчах ятне илес текенсемпе студентсене – çирĕп сывлăх, пултарулăхра çитĕнÿсем, ăслăлăхра çĕнтерÿсем, çутă çĕнĕ шухăшсем тата открытисем сунатăп! Сире тата сирĕн çемьĕрсене ырлăх-сывлăх, телей!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                М.Игнатьев.

 



08 февраля 2012
07:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter