«Пĕр-пĕринпе калаçни, çĕнĕлĕхсене сÿтсе явни вĕрентекенсене пулăшать»

Чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртсе кайрĕ. Республика тулашĕнчен олимпиадăна пурĕ 22 вĕренекен килнĕ: Тутар Республикинчен –  10, Пушкăрт Республикинчен – 9, Чĕмпĕр облаçĕнчен – 3. Ачасем чăваш чĕлхипе тата литературипе питĕ кăсăкланаççĕ, юратса вĕренеççĕ. Сăмахран, Стерлитамак хулинчи 10-мĕш шкулта 11- мĕш класра вĕренекен Анастасия Федорова пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Настя каласа панă тăрăх, чăваш чĕлхипе литературине çав тери юратса вĕренет, чăваш юрри-ташшипе интересленет, чăваш тумĕсене те хăйех ăсталать. Çакă пĕтĕмпех пултаруллă та хастар Григорьева Лидия Кузьминична тата Алексеева Галина Гавриловна вĕрентекенсем хавхалантарнипе, пулăшса пынипе аталаннă. Пушкăрт Республикинчи Кăрмаскала районĕнчи Ефремкино шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекен Анна Яковлева та хăйне чăваш чĕлхипе литературине лайăх вĕрентнĕшĕн Павлова Людмила Николаевнăна чĕререн тав тăвать. Тутар Республикинчи Табар Черки шкулĕнче тăрăшса вăй хуракан Волков Валерий Иванович та кашни çулах олимпиадăна хăйĕн вĕрентекенĕсене илсе килет. Вĕсем вара çулсеренех лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Чĕмпĕр  тăрăхĕнчи вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ олимпиадăра. Киргизова Валентина Викторовна, Димитровград хулин лицейĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен çак олимпиада регионсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. «Пĕр-пĕринпе калаçни, çĕнĕлĕхсене сÿтсе явни вĕрентекенсене малаллахи ĕçре пулăшать», - терĕç педагогсем пĕр шухăшлă пулса.

(Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви)



08 февраля 2012
12:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter