Эксурси те, пултарулăх каçĕ те, тĕл пулу та…

«Тăван чĕлхепе литературăна чĕлхесемпе культурăсем хушшинчи çыхăну вăйланнă тапхăрта вĕрентесси» программăпа квалификацие ÿстермелли курсра вĕренекенсем лекцисемпе практика занятийĕсем хыççăн та хăйсен пĕлĕвне пуянлатма тăрăшаççĕ. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем М. Горький яĕпе хисепленекен Наци библиотекинче экскурсире пулчĕç. Вĕсем библиотекăпа паллашрĕç, вулав билечĕсем тутарчĕç, презентацисем валли кирлĕ кĕвĕсем (минусовкăсем) çырса илчĕç, библиотека хатĕрлекен электрон пособисемпе паллашрĕç. Тĕпчев ĕçĕсем çырма, уçă уроксем пама кирлĕ материалсене электронлă вулавăш урлă заказ тумалли йĕркепе паллашрĕç.

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕрентекенсем К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнчи выставкăсемпе паллашрĕç, Светлана Асаматпа тĕл пулу ирттерчĕç.

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кил-йыш вулавĕшĕ Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа йĕркелене «Пăхатпăр ĕмĕрсен тĕпне» пултарулăх каçне хутшăнчĕç. Уявра Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев, Светлана Асамат çыравçăсем Петĕр Хусанкая аса илчĕç, ăна халалласа сăвăсем вуларĕç. Поэтăн пултарулăх каçĕнче унăн мăшăрĕ, РФ тата Чăваш халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина П.П. Хусанкайăн «Тилли юррисем» сăвă ярăмĕнчи сăвăсене вуласа залра ларакансене пурне те тыткăна илчĕ. Тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ учительсем Хусанкай пултарулăхне шкулта вĕрентес меслетсемпе тата мелсемпе паллаштарчĕç. Хăйсем хатĕрленĕ слайд-презентацисемпе, буклетсене, сюжетлă ÿкерчĕксене, «Таня» поэма тăрăх инсценировка йĕркелемелли меле кăтартрĕç. Поэт сăввисене вĕрентекенсемпе шкул ачисем чуна тыткăнламалла вуларĕç.

 Курс кураторĕ: Н.Г.Иванова, доцент

 

Фоторепортаж



09 февраля 2012
14:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter