Витĕмлĕ тĕрев

Ĕпхÿре иртнĕ Пĕтĕм Раççейри аграри форумне ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынă Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. Йышра - ЧР «Агро-инновацисем» ХУП директорĕ Николай Васильев, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, «Чăваш бройлерĕ» АУО директорĕ Вадим Николаев, Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПК ертÿçи Геннадий Романов тата ыттисем.

Ĕнер ЧР Ял хуçалăх министерствинче Сергей Павловпа Николай Васильев журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕç.

- Çĕр-шыври çĕр ĕçченĕсен форумĕнчен хавхаланса таврăнтăмăр. Владимир Владимирович каланисем пире çунатлантарчĕç, патшалăх ял çыннисене малашне те пулăшасса шантарчĕ, - терĕ Сергей Владимирович. Унтан Николай Ивановичпа пĕрле Владимир Путинăн шухăшĕсене сÿтсе яврĕç, çĕр-шыври çĕр ĕçченĕсене патшалăх витĕмлĕ пулăшнăран 2009, 2010 çулсенчи йывăрлăхсене парăнмасăр тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕшĕн тав тунине палăртрĕç. 2011 çулта Раççейре ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси - 22%, сысна тата кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илесси 10 тата 12% ÿснĕ.

2011 çулта Раççейре 94 млн тоннăна яхăн тĕш тырă пухса илнĕ, çакă хамăра тивĕçтерме тата саппаслăх хатĕрлеме çеç мар, чикĕ леш енне 27-28 млн тонна сутма та май панă. Раççей тĕнче рынокĕнче ку енĕпе виççĕмĕш вырăна тухнă.

Кăçал федераци бюджечĕ агропромышленноç комплексне аталантарма 170 млрд тенкĕ уйăрма палăртать. Раççей Перекет тата Ял хуçалăх банкĕсенчен ял хуçалăх организацийĕсем, вăтам тата пĕчĕк предприятисем 150 млрд тенкĕрен кая мар кредит илес шанăç пур. Инвестици калăпăшĕ те ÿсет. 2006 çултанпа аграрисене инвестици 1,5 трлн тенкĕ хывнă. Çакă пин-пин ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшнă.

Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене кăçал та çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакне 30% йÿнетсе сутĕç.

- Тĕл пулура хăйĕн шухăшне пĕлтерме кăмăл пур кашни фермерах сăмах калама ирĕк пачĕç, - терĕ ял хуçалăх министрĕ. - Программăсене епле пурнăçласси нумайăшне кăсăклантарать.

Ял çыннин улшăнмалла. Паянхи кун пирки çеç мар, ыранхи çинчен те шухăшламалла.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 марта 2012
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter