Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан cлужба ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                                   Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешесси – хăрушă та йывăр ĕç, вăл ăна пурнăçлакансене чăтăмлă, çирĕп тата хăюллă пулма хистет. Чăваш Республикинчи Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управлени 2003 çултан пуçласа наци хăрушсăрлăх хуралĕнче тăрать. Çак вăхăт хушшинче асăннă ведомство ĕçченĕсем 4521 прес-тупление шута илнĕ, наркомансем пухăнакан 241 вырăна тĕп тунă, çĕр-çĕр килограмм наркотик хатĕрĕсемпе психотроплă хутăшсем туртса илнĕ. Паян сирĕн умăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем тăраççĕ. Психика çине витĕм кÿрекен çĕнĕрен те çĕнĕ хутăшсем вăрттăн çав-рăнăша кĕреççĕ, наркотиксем сутакансем хăйсен наркăмăшне рекламăлама кăткăсран та кăткăс майсем шутласа кăлараççĕ. Çавна май си-рĕн тăрăшулăхăр граждансен тăнăçлăхĕпе сывлăхне шанчăклăн сых-лама пулăшать. Эсир хăвăр умăрти тĕллевсене тухăçлăн пурнăçласса шанса тăратăп. Чăваш Республикинчи Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленин пĕтĕм коллективне служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн тав тăватăп. Пурсăра та çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем тата ырлăхпа телей сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                  М.Игнатьев.

 



11 марта 2012
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter