Пире, ветерансене, хисепленĕшĕн пысăк тав

Сывă-и, хисеплĕ Михаил Васильевич!

Эпĕ 74 çулхи ватă (пенсионер) Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас-Кушкă ялĕнче пурăнатăп. Пенсие колхоз-совхоз производствинче ĕçлесе тухнă. 41 çул хушши тăрăшса ĕçленĕ пулсан та, ветеран ятне илеймерĕм. Эсир тăрăшнипе çав хисепе нумаях пулмасть, пенсие тухнăранпа 23 çул иртнĕ хыççăн тивĕçрĕм.

Пире шкула пуçтарса халăх умĕнче чыс турĕç. Ветеран удостоверенине район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Ф. Моисеев пачĕ тата Шупашкартан килнĕ артистсем концерт кăтартрĕç, пирĕн ятпа та юрă шăрантарчĕç. Çакăншăн Сире, хисеплĕ Михаил Васильевич, чунтан тав тăватăп. Сире малалла та халăхпа пĕрле пулма, палăртнă ĕçĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăхпа иксĕлми вăй-хал сунатăп, Сире халăх яланах хисеплетĕр, пурнăçра Турă пулăшса пытăр!

Тата çакна палăртса хăварас тетĕп. Наци радиовĕ яланах ĕçлетĕр, уншăн эпир шутсăрах савăнатпăр. Ĕлĕкхи вăхăтсем аса килеççĕ те куçран куççуль юхать: эпир питĕ начар пурнăçпа ÿссе çитĕннĕ çав.

Салампа Лидия Ивановна Семенова.



12 марта 2012
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter