Михаил Игнатьев Константин Косачева Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн орденпа наградăланă

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн /НППП/, чикĕ леш енче пурăнакан йăхташсен тата çĕр-шывсен гуманитари ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствин çĕнĕ ертÿçипе, Раççей Президенчĕн НППП йышĕнчи патшалăхсемпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен ятарлă представителĕпе Константин Косачевпа тĕл пулнă. Константин Косачев Чăваш Республикинче ĕçленĕ çулсем тулли те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Федерацин влаç органĕсенче тата НППП анлăшĕнче хама малашне те Чăваш Ен представителĕ пек туйăп», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ çак ĕçе Думăн шăпах Чăваш Енрен суйланнă депутатне шанни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Чылай çул хушшинче йĕркеленнĕ ырă хутшăнусем халĕ федераци агентствин ертÿçи пулса тăнă Константин Косачевран пулăшу ыйтма май параççĕ. Çавнашкал ыйтусенчен пĕри - Беларуç Республикипе тытакан ĕçлĕ çыхăнăва малалла аталантарасси. «Çĕнĕ статуспа ĕçлеме пуçланă май манран официаллă майпа пулăшу ыйтни шăпах юратнă Чăваш Енпе, инвесторсемшĕн питĕ илĕртÿллĕ регионпа, çыхăннинче хăйне евĕр символ куратăп», - тенĕ Константин Косачев.

Михаил Игнатьев Константин Косачева Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă.



12 марта 2012
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter