Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков тирпейлекен производство организацийĕсен 2011 çулхи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Сăмах май, пĕлтĕр тупăшăва хутшăннисен списокĕ анлăланнă - çĕнĕ организаци чылай. Вĕсенчен хăшĕсем çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ, çав шутра - «Экра» НПП, Шупашкарти «Çеçпĕл» предприяти, «Чăвашторгтехника», ыттисем. Михаил Игнатьев çак предприятисем тĕслĕх пулса республика экономикине малалла туртнине палăртса çĕнтерÿçĕсене халăх умĕнче наградăлама сĕннĕ. ГКЧС ертÿçи Юрий Кекиш çурхи ейĕве хатĕрленнипе çыхăннă ĕçсем çинчен каласа панă. Республикăра юр хулăнăшĕ вăтамран 50-56 см танлашать - иртнĕ çулсенчи вăтам кăтартуран 10-15 см нумайрах. Михаил Игнатьев Шупашкар хулин влаçĕсене Атăл леш енчи автоçулсене юртан тасатассине япăх йĕркелени çинчен каланă, служба тĕпчевĕ ирттерсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă. Физкультурăпа спорт министрĕ Анатолий Николаев патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕлтĕрпе чупас енĕпе виçĕм кун Вăрнарта иртнĕ ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, ăмăртусен шайĕ çуллен ÿссе пынине палăртнă. Ку хутĕнче тупăшăва 53 команда хутшăннă.



12 марта 2012
12:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter