Канаш районĕ: литературăллă асамат кĕперĕ «Кĕнекесем – пирĕн çывăх туссем» .

Республика шайĕнче иртекен «Литературăллă чăваш ен: чи нумай вуланакан кĕнеке» ятпа иртекен  конкурса хутшăнса Шелттем шкулĕнчи 1-5 классенче вĕренекенсемпе «Кĕнекесем – пирĕн çывăх туссем» ятпа литературăллă асамат кĕперĕ иртрĕ.
 Ял вулавăшĕн  ертÿçи Иванова Т.В.малтанах конкурс положенийĕпе анлăрах паллаштарчĕ. Ун хыççăн вулавăша çÿрекен кĕнеке тусĕсем хăйсене килĕшнĕ кĕнекесемпе хавхаланса паллаштарчĕç. Крючкова Оля Юхма Мишши çырнă «Кашнине эп юрататăп» кĕнеки хăйне  мĕншĕн килĕшни çинчен тата сăввисене питĕ килĕштерни  çинчен юратса каласа пачĕ. Пĕр сăввине пăхмасăр вуларĕ тата кĕнеке çинчен ÿкернĕ ÿкерчĕкпе паллаштарчĕ. Иванов Дима тата Филиппов Артем Борис Борлен çырнă «Зоопаркра» кĕнекине питĕ килĕштернĕ. Вĕсем кашни çак кĕнеке çинчен питĕ кăмăллă калаçрĕç. Юратнă сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекен Семенова Ольга, Табакова Вика, Васильева Вероника «Урама чĕнет хĕвел» кĕнеке çинчен питĕ юратса каласа пачĕç. Сăввисене  пĕрин хыççăн теприне хавхаланса вуларĕç. Ку кĕнекене Людмила Симонова чăннипех те ача-пăча валли ятарласа  кăларнă. Пиллĕкĕмĕш класра вĕренекен кĕнеке тусĕсем те конкурса тăратнă кĕнекесене кăммăлларĕç. Акă, Ильина Диана Николай Теветкелĕн «Пушă гильза» кĕнекине хумханса вуласа тухни çинчен каласа пачĕ. Кĕнекере автор 1941-1945-мĕш çулсенче пынă Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ачасен нушаллă, тертлĕ пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă.  Ачасем темле йывăр пулсан та, ĕмĕте çухатман, тÿснĕ, аслисемпе пĕрле тăрăшса ĕçленĕ,  Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Тĕп сăнар кĕнекере – Али. Ашшĕ хыпарсăр çухални çинчен хыпар килсен, вăл ĕненмест. Кашни кун ашшĕ килессе кĕтсе, ирхине тăватă сехете станцине ашшĕ поездпа килессе кĕтме  çÿрет. Вăл - ашшĕне кĕтсе илетех. Иванова Алена, Моисеева Татьяна вара хăйсем килĕштернĕ Галина Белгалисăн «Сила Тава» тата Лидия Сарине çырнă «Наян мулкач» кĕнекесемпе паллаштарчĕç. Уйрăмах кĕнеке уявне пуçтарăннисене пиллĕкĕмĕш класара вĕренекенсем Лидия Саринен «Наян мулкач» кĕнеки тăрăх «Симĕс çутă малалла» пьесине кăтартса пани кăмăла кайрĕ. Çамрăк артистсене хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. Уявра Сергеев Данил, Филиппов Николай, Федотов Василий хăйсем çырнă пĕчĕк сăввисенемпе паллаштарчĕç. Уяв малалла пынă май кĕнеке тусĕсем  «Тимлĕх» викторинăра тата «Литературăллă лото» вăйăра тупăшрĕç. Чи тимлисем, хастаррисем парнесене тивĕçрĕç. Вĕçĕнче вулавăш ертÿçи  ачасене кĕнекене юратма, унпа туслă пулма чĕнсе каларĕ. «Кĕнекепе яланах туслă пулăр. Кĕнеке ыррине, лайăххине кăна вĕрентет, канаш, пулăшу парать. Пĕр кун та кĕнекесĕр ан пурăнăр. Кĕнекесем – пирĕн чи çывăх туссем», - терĕ вăл уява вĕçлесе. Чи пахи вара çакă пулчĕ – уявра паллаштарнă кĕнекесем пĕри те сĕтел çинче выртса юлмарĕç. Кĕнеке тусĕсем вĕсене васкасах киле вуласа паллашма илсе кайрĕç. Апла кĕнеке уявĕ пурне те килĕшрĕ.



13 марта 2012
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter