Аталану хăвăртланĕ, пурнăç шайĕ лайăхланĕ

Тăван çĕр-шывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм хыççăнах Шупашкарти Республика тÿремĕнче иртнĕ “Раççее - мухтав!” патриот акцийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хуламăр çыннисене çĕнтерÿпе саламласа çапла каланăччĕ: “Суйлавра пирĕн кандидатшăн - Владимир Путиншăн - сасăланисене пурне те тав тăватăп. Эсир тĕрĕс суйлав тунă: малашнехи тăнăçлă аталанушăн, вăйлă Раççейшĕн!” Чăннипех: патшалăхăмăр шăпишĕн, унăн малашлăхĕпе хăвачĕшĕн нумай тăрăшнă, çĕр-шывăмăр ятне-сумне тавăрнă, ăна тĕнче шайĕнче çĕкленĕ, хамăра хисеплеттерме тытăннă кандидат мала тухни, халĕ çеç калани унăн çирĕп аллинче пуласси шанăç кÿрет. Халăх патшалăх ертÿлĕхĕнче Владимир Путина курма тăрăшни, ăна ĕненни, пĕрле утма тĕв туни чăнлăхпа тÿр килчĕ.

РФ Тĕп суйлав комиссийĕ пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи суйлав пĕтĕмлетĕвне, унта Владимир Путин ытти кандидатран ытларах сасă пухнине, çĕр-шыв Президенчĕн должноçне йышăнма тивĕçнине çирĕплетрĕ. Федераци Атăлçи округĕнчи суйлавçăсен 69,11 проценчĕ /çĕр-шывĕпе - 65,3%/ сасăлава хутшăннă. Суйлавра чи хастар пулнă регион - Мордва Республики. Бюллетень илме тивĕçлĕ çынсен 89,65 проценчĕ унта урна патне пынă. Чи пĕчĕк кăтарту Пермь крайĕн - суйлавçăсен 55,11 проценчĕ сасăланă. Пур республикăпа облаçра тата крайра та Владимир Путин кандидат сасă ытларах пухнă. Федерацин Атăлçи округĕнче вăтамран уншăн суйлавçăсен 68,19 проценчĕ /Раççейре - 63,7%/ сасăланă.

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче суйлав пĕтĕмлетĕвĕпе Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи /ФАО/ полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич видеоконференци ирттернĕ. “Суйлавçăсен хастарлăхĕпе эпир федерацин Çурçĕр Кавказ округĕнчен кăшт кăна каярах юлтăмăр. Бюллетень илнисен шучĕпе те пирĕн иккĕмĕш кăтарту - 69,11%. Владимир Путиншăн сасăланисен хушшинче те округ иккĕмĕш вырăна тухрĕ - 68,19%. Владимир Путин кандидатуришĕн сасăланин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе эпир Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, - тенĕ вăл. - Округра Владимир Владимировичшăн 11 млн та 135 пин çын сасăланă”.

Полпред çавăн пекех округри суйлавçăсем пĕрлĕх туйăмĕллĕ пулнине, юлашки 12 çул хушшинче Владимир Владимирович тытса пынă политикăна тата унăн суйлав умĕнхи программине ырланине палăртнă. “Пĕтĕмĕшле илсен çакăн пек пуласса малтанах туйса-пĕлсе тăнă. Пĕтĕмлетÿ чуна савăнтарать, шанăç кÿрет: округри пур субъектра та сасăлав 50 процент урлă каçнă. Шайĕ, паллах, тĕрлĕрен. Пирĕн малта пыракан регионсем те пур, вăтам кăтартуран кăштах пĕчĕкрех кăтартуллă регионсем те çук мар, анчах пĕтĕмĕшле, тепĕр хут калатăп, пур регион та 50 процент урлă каçнă”, - пĕлтернĕ Михаил Бабич.

Сасăлав кунĕ Атăлçи регионĕнче йĕркеллĕ иртнĕ. Çакăнта ĕç тăвакан влаç органĕсен тÿпи пысăк. Суйлав участокĕсенче 22,5 пин видеокамера вырнаçтарнă. Урăх çĕр-шывсенчен килнĕ сăнавçăсем суйлав тĕрĕс, уçăмлă иртнине çирĕплетнĕ. “Вĕсем суйлава пысăк хак пачĕç. Округри 9 регионта ют çĕр-шыври 112 сăнавçă ĕçлерĕ. Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче тĕрлĕ технологи мелĕпе усă курни вĕсене питĕ тĕлĕнтернĕ. Çакăн çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче ырласа çырчĕç. Çак çĕнĕлĕхсемпе вĕсем хăйсен патĕнче те усă курма тытăнасси çинчен пĕлтерчĕç”, - тенĕ Михаил Бабич видеоконференци вăхăтĕнче.

Полномочиллĕ представитель Владимир Путиншăн ытларах сасăланă регионсене уйрăммăн палăртса тав тунă. Вĕсен йышĕнче - Мордва, Тутар, Пушкăрт, Удмурт республикисем, Пензăпа Чулхула облаçĕсем, Пермь крайĕ. “Çакă çынсем Правительствăпа Президент тытса пыракан социоэкономика çул-йĕрĕн малашлăхĕ пысăккине çирĕплетет. Пирĕн халăхăн ытларах пайĕ тунă суйлав çĕр-шыва малалла йĕркеллĕ аталанса пыма май парасса, пурнăç пахалăхĕ ÿссе пырасса шанатăп”, - пĕтĕмлетнĕ Михаил Бабич видеоконференцире.

Юрий ПЕТРОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 марта 2012
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter