Тăвай районĕ: йĕлтĕр спорчĕ хисепре

Сывă пурнăç йĕрки халăхра  вăй илтĕр, сынсем физкультурăпа, спортпа  çывăхрах туслашчăр, канăва усăллă та тĕллевлĕ ирттерме вĕренччĕр тесе мĕн ачаранах хăнăхтармалла. Йăнтăрчă шкулĕнче спорт пысăк хисепре. Кунта пурне те спорта явăçтарассишĕн тăрăшаççĕ.

Йĕлтĕр спорчĕ ку чухнехи хĕллехи спортăн тĕнчере чи анлă сарăлнă енĕ  пулса тăчĕ. Ахальтен мар ăна спорт королĕ теççĕ. Хĕл ларсанах иккĕмĕш класра вĕренекенсем йĕлтĕр çине тăма хыпаланаççĕ. Ачисен сывлăхĕшĕн тăрăшса ашшĕ-амăшĕ пурне те йĕлтĕрсем  туянса панă. Виççĕмĕш чĕрĕкре физкультура урокĕсем  йĕлтĕрпе иртеççĕ. Унта ачасем йĕлтĕрпе тĕрĕс ярăнма вĕренеççĕ, тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшаççĕ. Шкулта иртнĕ кросс йĕлтĕр спортне кăмăллакансемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Иккĕмĕшсем пурте пуçарулăх кăтартрĕç, хастар хутшăнчĕç. Петя Петров, Дима Салмин, Юра Павлов малти вырăнсене йышăнчĕç. Пушă вăхăтра та ачасене йĕлтĕр илĕртет. Вĕсене кура ашшĕ-амашĕ те йĕлтĕр çине тăчĕç. Иртнĕ вырсарникун пурте пĕрле çывăхри вăрмана çут çанталăк илемĕпе киленме васкарĕç. Павел Ефимов, Ирина Моисеева, Инна Петрова, Регина Салмина  ашшĕ-амăшĕсем чи хастаррисем пулчĕç. Тĕлентермеш сиплĕ вăрман сывлăшĕ кашнин чунне уçрĕ, Çемьери, класри туслăха çирĕплетрĕ. Сывă пурнăç йĕрки, спортпа туслă пулни пурне те килĕшет иккен.



14 марта 2012
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter