Елчĕк районĕ: Турхан Энтри çырнă «Юлашки юррăм» çырнисен пуххин презентацийě иртрě

Мероприятие Çěнě Пăвари вăтам шкулта вěренекен ачасем, учительсем тата культура ěçченěсем хутшăнчěç. Кěнеке презентацине Петěр Хусанкай сăввипе пуçларě Çěнě Пăвари ял библиотекин библиотекарě Шумилкина З.Н.  Хамăр ентеш  - Турхан Энтри пурнăçěпе пултарулăхě çинчен чăваш чěлипе литературине вěрентекен Светлана Александровна Павлова паллаштарчě.   Турхан Андрей Васильевич (Турхан Энтри) 1888 çулта августăн 8-мěшěнче (кивě стильпе), çĕннипе августăн 21- мěшěнче Елчěк районěнчи Турхан ялěнче чухăн хресчен семйинче суралнă. Вăл Курнавăшри пуçламăш, Елчěкри икě класслă шкулсенче, Хусанти учительсем хатěрлекен семинарире, Хусанти тěп Акадамийě çумěнчи  миссионерсем хатěрлекен икě çул вěренмеллли курса, каярахпа – ют çěршыв чěлхисене вěрентекен тěп институтра нимěç чěлхи уйрăмěнче вěреннě.

         Малалла улттăмěш класра вěренекен ачасем Турхан Энтри çырнă «Тěпсакай» пьесăн пěр пайне выляса кăтартрěç. Ефремова Настя, Смирнова Марта, Аверьянова Наташа, Абрамов Коля, Пробкин Денис, Пыркин Денис, Мазюкина Ангелина пурте пултаруллă выляса кăтартрěç. Авторăн нумай сăввисем çутçанталăк илемне, çамрăксен юратăвне сăнлаççě. Çиччěмěш класра вěренекен хěрачасем – Кадышева Катя, Викентьева Диана, Яковлева Алена «Кěркуннехи шухăшсем», «Тусăма», «Атте-анне халалě» сăввисене, пысăк хавхаланупа  чуна пырса тивмелле вуларěç.



14 марта 2012
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter