Чаваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.  Ларура Вĕренÿ министерстви çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисем çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусемпе паллаштарнă. Халĕччен вырăнсенче çав комиссисен штатĕнче пĕрер çын çеç ĕçленĕ. Халĕ вăл е ку районти е хулари ачасен шутне кура çав штатсем те пысăкланаççĕ: 5 пин таран ача - 1 единица, 10 пин таран - 2, 10 пинрен ытларах - 4. Республика ертÿçи çак йыш пысăкланни ачасемпе ĕçлессине лайăхлатасса шаннине палăртнă. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова республикăн 2008-2011 çулсенче санаторипе курорт ĕç-хĕлне аталантармалли тĕллевлĕ программине мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă.  2011 çулта Чăваш Енĕн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма пулăшакан программăпа  тата вăл еплерех пурнăçланса пынипе Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев каласа панă. Кун йĕркинчи ыйтусемпе калаçнă хыççăн Михаил Игнатьев пухăннисемпе пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Çав шутра - ĕç укçи тÿлесси,  çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем. Вĕсене халĕччен ÿсесрен тытса тăма май килнĕ, суйлав иртсе кайни ку енĕпе текех ĕçлемелле маррине пĕлтермест - хаксен ÿсĕмĕнчен малашне те сыхланмалла. Демографие лайăхлатассипе çыхăннă ĕçсем пирки те сăмах пулнă. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе те тимлĕ пулмалла. Михаил Васильевич тĕп хула влаçĕсене ку ыйтупа уйрăмах çине тăрса ĕçлеме сĕннĕ: «Хула çыннисене кÿрентермелле мар - вĕсемшĕн меллĕ майсем тупмалла». Тепĕр ыйту - шкулсене тĕпрен юсасси тата ытти хăш-пĕр ыйтусене  те тĕплĕн тишкернĕ. («Хыпар» хаçатран).



15 марта 2012
11:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter