Михаил Игнатьев Палестина патшалăхĕн Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Фаед Мустафапа тата Палестина патшалăхĕн Президенчĕн экономика канашçипе Башар Аль-Масрипе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Палестина патшалăхĕн Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Фаед Мустафапа тата Палестина патшалăхĕн Президенчĕн экономика канашçипе Башар Аль-Масрипе тĕл пулнă.Тĕл пулура промышленноç тата сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче килĕштерсе ĕçлессин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ çакнашкал визитсем Палестина пирки ытларах пĕлме май панине палăртнă. “Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче пирĕн республикăна Палестина Президенчĕ Махмуд Аббас килсе кайни Чăваш Ен историйĕнче йĕр хăварчĕ”, - тенĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл Чăваш Ен ют патшалăха малашне те тĕрлĕ енлĕн пулăшма хатĕррине каланă. Виçĕ кунлăха тăсăлакан визит вăхăтĕнче Палестина делегацийĕ Чăваш Енри темиçе предприятипе организацие çитсе курнă. Хăнасем “Спортпа вăйă оборудованийĕн завочĕ” АХО, “Трактор завочĕсем” концерн” корпоративлă управленийĕн компанийĕ” ООО, хĕвел модулĕсем хатĕрлекен “Хĕвел” ООО ĕç-хĕлĕпе паллашнă, СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕнче те пулнă.



15 марта 2012
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter