Çынсен хаклавĕ - чи пĕлтерĕшли

Кун йĕрки самай анлă пулнине пăхмасăр ЧР Министрсен Кабинечĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕ пит вăраха каймарĕ - ыйтусене кал-кал тишкерчĕç. Тавлаштаракан самантсем пулмарĕç темелле, çапах хăш-пĕр ыйту калаçтарчĕ-калаçтарчех.

Бюджетпа çыхăннă право хутшăнăвĕсене йĕркелесси, Министрсен Кабинечĕ çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине тÿрех ырларĕç. Вĕренÿ министерстви çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисем çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусем хатĕрленĕ - вĕсемпе паллаштарчĕç. Халĕччен вырăнсенче çав комиссисен штатĕнче пĕрер çын çеç ĕçленĕ. Халĕ вăл е ку районти е хулари ачасен шутне кура çав штатсем те пысăкланаççĕ: 5 пин таран ача - 1 единица, 10 пин таран - 2, 10 пинрен ытларах - 4. Республика ертÿçи çак йыш пысăкланни ачасемпе ĕçлессине лайăхлатасса шаннине палăртрĕ.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова республикăн 2008-2011 çулсенче санаторипе курорт ĕç-хĕлне аталантармалли тĕллевлĕ программине мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Ăна пурнăçлама 900 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Программа Чăваш Енĕн санаторипе курорт комплексĕн конкурентлăхне ÿстерме май панă. Апла пулин те унта пăхса хăварнă хăш-пĕр ĕçе пурнăçлайман. Калăпăр, «Чувашия» санаторире шывпа тата пылчăкпа сиплемелли уйрăм строительствине каяраха куçарнă, «Волжанкăра» сăрт çинчен йĕлтĕрпе ярăнмалли курорт строительстви пурнăçланман, «пушă» ытти графа та çук мар. Çакна Алла Владимировна тĕнчери финанс кризисĕн витĕмĕпе, укçа çитменнипе сăлтавларĕ. Çапах программăна пурнăçланине 81 балпа хакланă-мĕн - пысăк кăтарту. Михаил Игнатьев вара çакăнпа çырлахмасăр ыйту пачĕ: «Çынсем мĕнле хаклаççĕ? Вĕсен хаклавĕ чи пĕлтерĕшли вĕт...» Вăл санаторипе курорт учрежденийĕсенчи сервис шайĕ чылай чух тивĕçтерменнине пытармарĕ, ку енĕпе ĕçлемелле, унсăрăн республикăра пурăнакансем канма юта, чикĕ леш енне кăна çÿрĕç.

Тепĕр программа - 2011 çулта Чăваш Енĕн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма йышăннăскер. Ăна мĕнле пурнăçлани çинчен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев каласа пачĕ. Программăна пурнăçлама пĕтĕмпе 269,5 млн тенкĕ тăкакланă - федераци бюджетĕнчен те, республика хыснинчен те. Сергей Петрович çак документпа килĕшÿллĕн пурнăçланă мерăсем /çынсене çĕнĕ профессисене вĕрентни, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени тата ыт.те/ курăмлă пулăшу кÿнине палăртрĕ.

Республикăн 2012-2014 çулсенчи газификаци программине, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама подряд организацийĕсене явăçтармалли йĕркене çирĕплетрĕç. Сăмах май, строительство министрĕ Владимир Громов пĕлтернĕ тăрăх кăçал 480 пин м2 çурт-йĕре юсамалла - 410 млн тенкĕлĕх. Михаил Игнатьев çак ĕçе явăçтаракансем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: «Конкурссенче тепĕр чух уйрăм çынсем çĕнтереççĕ - хăйсен вара нимĕн те çук. Çавна пула юсав ĕçĕсем тăсăлса каяççĕ. Тепĕр чух юсав ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçтермест. Ĕçсене пурнăçлакан организацисен пахалăх тĕлĕшпе гаранти памалла...»

Çĕрпÿ çумĕнчи самай пысăк территорие пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли куçарас ыйтăва Правительствăн иртнĕ ларăвĕсенчен пĕринче тишкернĕччĕ - татса паманччĕ. Республика Пуçлăхĕн «унти хыт хурана кам çулса тăрĕ?» текен ыйтăвĕн хуравĕ пулманнине кура йышăну туманччĕ. Халь хуравĕ пур: «Аукцион ирттерсе лаптăка инвестора строительство валли париччен уншăн Çĕрпÿ администрацийĕн пуçлăхĕ яваплă», - терĕ строительство министрĕ. Хурав Михаил Игнатьева тивĕçтерчĕ пулас - ку хутĕнче чĕрре кĕмерĕ. Апла пулин те кун йĕркинче ял хуçалăх çĕрĕсене ытти тĕллев валли /автоçулсене пăхса тăма, АЗСсем тума.../ куçарассипе çыхăннă ыйту темиçе те пулнине кура асăрхаттарса хăварчĕ: «Эпир çĕрсене куçаратпăр, хуçисем вара вĕсене кайран темиçе хут хаклăрах хакпа сута-сута яраççĕ - унашкалли пулмалла мар...»

2012 çул валли ачисем шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕ тÿлемелли виçене палăртасси вара калаçтарчĕ. Вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх - республикăра çак тÿлевĕн вăтам виçи 660 тенке яхăн. Анчах «вăтам» тени хыçĕнче - хула-районти тĕрлĕ-тĕрлĕ виçе. Уйрăмлăхĕ ытла та пысăк. Калăпăр, Улатăрта ашшĕ-амăшĕ уйăхсерен 228 тенкĕ кăна тÿлет. Шупашкарта ку виçе 820 тенкĕпе танлашать. Ку тĕп хула тейĕпĕр, анчах хăш-пĕр районта та ашшĕ-амăшĕн чылай тăкакланма тивет: Вăрмар районĕнче, сăмахран, 770 тенкĕ тÿлемелле. Уйрăмлăх пысăкки Михаил Игнатьева та сисчĕвлентерчĕ пулас. Светлана Петрова тÿлев пĕчĕкки ачасен апатланăвне япăх витĕм кÿнине палăртрĕ, çавна май министерство асăннă виçене 500-600 тенкĕрен кая мар тума сĕнни çинчен каларĕ. Республика Пуçлăхĕ те çак шухăша хирĕçлемерĕ: «Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене пăхмалла...» Çапах ачасен апатланăвĕ пирки сăмах пынă чух бюджет укçине те хĕрхенме юраманни пирки каласа хăварчĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусен тишкерĕвне вĕçленĕ хыççăн та Михаил Игнатьев пухăннисемпе тÿрех сыв пуллашма васкамарĕ, пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Çав шутра - ĕç укçи тÿлесси. Ку енĕпе тивĕçлĕ тытăмсен ĕç-пуçа куçран вĕçертме юрамасть. Тепĕр самант - çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем. Вĕсене халĕччен ÿсесрен тытса тăма май килнĕ, суйлав иртсе кайни ку енĕпе текех ĕçлемелле маррине пĕлтермест - хаксен ÿсĕмĕнчен малашне те сыхланмалла. Демографие лайăхлатассипе çыхăннă ĕçсем пирки те сăмах пулчĕ. Указпа Чăваш Енре 3-мĕш е ун хыççăнхи ачашăн 100 пин тенкĕ тÿлеме шантарнă - çакна пурнăçламалла. Хальлĕхе ку укçана никам та илмен-ха, анчах ăна çывăх вăхăтрах пама тытăнмалла. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе те тимлĕ пулмалла. Михаил Васильевич тĕп хула влаçĕсене ку ыйтупа уйрăмах çине тăрса ĕçлеме сĕнчĕ: «Хула çыннисене кÿрентермелле мар - вĕсемшĕн меллĕ майсем тупмалла». Тепĕр ыйту - шкулсене тĕпрен юсасси. Нумайăшне вун-вун çул çапла тĕплĕн юсаман. Кăçал çак ĕç валли пысăк укçа уйăраççĕ, унпа тирпейлĕ те туллин усă курмалла. Çынсем влаç ăнăçлăхне хакласси çак ыйтусене мĕнле татса панинчен те нумай килет.

 Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 марта 2012
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter