Тăвай районĕ: Йăнтăрчă ял поселенийĕн хыпарĕ: тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ

Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕ çумĕнче Алина Егоровна Владимирова ертсе пынипе «Искусница» кружок ĕçлет. Кружока тĕрлĕ çулсенчи ачасем çÿреççĕ. Вĕсем йĕп тирмелли хатĕрсем çыхаççĕ, ытларах «Кăмпа» тата «Шапа» евĕрлисене çыхма кăмăллаççĕ. Хăшĕсем амăшĕсене хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе мунчала çыхса та парлелерĕç.

Йăнтăрчăри библиотека çумĕнчи ал-ĕç ăстисен кружокне те  ялти хĕрарăмсем хапăл тусах çÿреççĕ. Алса, эрешлĕ нуски, пинетка, тĕрлĕ япаласем çыхма вĕренеççĕ. Вĕтĕ шăрçаран сувенирсем хатĕрлес ăсталăха алла илеççĕ.

«Туслăх» ташă кружокне çÿрекен ачасен  ăсталăхĕ те пысăк. Тĕрлĕ ташă хусканăвĕсене хăвăрт вĕренеççĕ. Хĕрарăмсен кунĕ  тĕлне хатĕрленĕ уявра  хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.



16 марта 2012
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter