Шупашкар районĕ: чăваш чĕлхипе литература урокĕсен фестивалĕ

Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи «Тренькассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам» МБВУйĕнче чăваш чĕлхипе литература урокĕсен фестивалĕ иртрĕ. Фестивале ирттерекенĕ Шупашкар район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ пулчĕ. Фестиваль, тĕпрен илсен, халăхра чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне çĕклес, ачасене чăваш чĕлхине вĕренме хавхалантарас, чăваш чĕлхи учителĕн пархатарлă ĕçне халăх умне кăларас тата çынсене чăваш чĕлхи учителĕн профессине хаклама чĕнес тĕллевпе иртрĕ.

Фестивале районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 9 учитель хутшăнчĕ. Вĕсем ирттернĕ уроксем Тренькасси шкулĕнче вĕренекен ачасен асĕнче нумайлăха юлĕç.

 «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе çырас тата ăна халăх умне ăста кăларас енĕпе чи лайăххи Кÿкеç 1-мĕш шкулĕн верентекенĕ Надежда Викторовна Степанова пулчĕ.

«Чĕвĕлти чĕкеç» номинацие илме Евдокия Николаевна Ермакова тивĕçлĕ тесе шутларĕç комисси членĕсем. Вăл Ишлей шкулĕнче тăрăшать.

 «Юрă-сăвă–чун уççи» номинацире Алина Михайловна Николаева, Чăрăшкассинчи вĕрентекен, мала тухрĕ.

Эмилия Геннадьевна Ивановăпа Надежда Анатольевна Петрова, Кÿкеç лицейĕн вĕрентекенĕсем, «Ачасем юратакан учитель» тата «Пуян ăс пурлăх» номинацисене тивĕçрĕç.

Альбина Валентиновна Ишовăпа Людмила Михайловна Васильева, Тутаркасси шкулĕн вĕрентекенĕсем, «Новатор учитель» тата «Тĕпчевçĕ учитель» номинацисенче çĕнтерчĕç.

«Ертÿçĕ учитель» номинацире Галина Витальевна Кузьминана палăртрĕç.

Ираида Аркадьевна Фомина ИКТ ăстаçи пулса тăчĕ.

Фестиваль лауреачĕсене пурне те дипломсем парса чысларĕç. Вĕсене чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунатпăр!

            Шкул пуçлăхĕсемпе коллективĕсене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен хавхаланăвне сÿнме паманшăн, тивĕçлĕ тата вăхăтлă пулăшу тупма пултарнăшăн пĕтĕм кăмăлтан тав тăватпăр.



17 марта 2012
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter