Йĕпреç районĕ: юнкорсен канашлавĕ

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Йĕпреçри 1№ вăтам шкулта районти çамрăк юнкорсемпе «Тантăш» хаçатра ĕçлекенсен иккĕмĕш тĕл пулăвĕ иртрĕ. Пĕрремĕш тĕл пулу нарăс уйăхĕнче пулнăччĕ. Ун чухне хаçат ĕçченĕсем Йĕпреç районне халалланă «Хаçатри хаçат» проектпа паллаштарнăччĕ, çамрăк юнкорсене çак хаçат валли материал хатĕрлеме тĕрлĕ сĕнÿсем панăччĕ.

Тĕл пулăва хальхинче те Луиза Васильева ертсе пычĕ. Чи малтанах юнкорсенчен  пулас хаçатăн тĕп редакторне, редактор çумне, редколлеги членĕсене палăртрĕç. Унтан  вĕренекенсем çырнă статьясене пăхса тухрĕç.

Луиза Васильева хаçата материалсене мĕнле хатĕрлесе ямалли çинчен тепĕр хут чарăнса тăчĕ, Çăкалăх шкулĕнчи юнкорсен ĕçĕсемпе ыттисене паллаштарчĕ.

Тĕл пулура çавăн пекех ЧПУри филологипе культура факультечĕн преподавателĕ Трофимов Леонид тата Светлана Сандал,  хаçатра практика тухакан студенка пулчĕç. Вĕсем факультет пурнăçĕпе паллаштарчĕç, литературăна юратакансене хăйсем патне вĕренме пыма йыхравларĕç.

Тĕл пулу тухăçлă та усăллă иртрĕ.

 Районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Л.Н.Клементьева



17 марта 2012
12:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter