Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин пулăшу сферин ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                              Чăваш Республикин пулăшу сферин хисеплĕ ĕςченĕсем!

 Суту-илÿ хуть хăш вăхăтра та, кирек хăш çĕр-шывра та экономикăн малта пыракан отраслĕсенчен пĕри шутланнă, халĕ те, рынок хутшăнăвĕсен саманинче, вăл тĕп вырăн йышăнса тăрать. Чăваш Енре суту-илÿ сферине лайăх аталанма потребительсене паракан пулăшу ĕçĕсене килĕшÿллĕ тăвассине тата вĕсене право тĕлĕшĕнчен йĕркелесе пырассине лайăхлас, туса кăларакан тата сутакан таварсен хăрушсăрлăхĕпе пахалăхне тивĕçтерес тĕллевлĕ патшалăх политикине ăнăçлăн пурнăçа кĕртсе пыни пулăшать. Юлашки çулсенче Чăваш Енре чылай çĕнĕ пысăк суту-илÿ комплексĕ уçăлчĕ, пирĕн тăрăха федерацин паллă компанийĕсем килсе вырнаçрĕç, çакă суту-илÿ сферинче чăн-чăн конкуренци йĕркелет тата хушма çĕнĕ ĕç вырăнĕсен шутне ÿстерме май парать. Паян эпир çавăн пекех ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн килсене ăшăпа, çутăпа, шывпа тивĕçтерсе тăрассипе çыхăннă çынсене те саламлатпăр. Эпир пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин ĕçченĕсене чыслатпăр, халăх пурăнакан вырăнсен йĕркеллĕ пурнăçне тивĕçтерекен тытăм ĕçĕ-хĕлĕ ытларах чухне вĕсен тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçĕнчен, професси ăсталăхĕнчен, ĕçлĕхлĕ пултарулăхĕнчен килет. Чи кирли вара çакă: вăл пирĕн республикăра пурăнакан кашни çын кăмăл-туйăмĕ çинех витĕм кÿрет, çынсен пурнăçĕпе йăлин уйрăлми пайĕ шутланать тата Чăваш Енри халăх пурăнакан вырăнсен пĕтĕмĕшле килĕшÿллĕ сăн-сăпатне йĕркелет. Çак уяв кунĕнче пурсăра та малашнехи çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, юрату тата тăван Чăваш Ен ырлăхĕшĕн кăтартуллăн ĕçлеме сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                М.Игнатьев.



18 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter