Чăваш Ен Пуçлăхĕ Елчĕк районĕнче пулнă

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Елчĕк районĕнче пулнă. Михаил Игнатьев çĕнĕ технологисемпе анлă усă куракан "Прогресс" хуçалăха çитсе курнă. Кунта икĕ çулта ĕне витисемпе сысна фермине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра 1649 выльăх, 5041 пуç сысна усраççĕ.
Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ район больницинче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, электрон регистратура, хирурги, терапи, диагностика уйрăмĕсен, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă.
Республика Пуçлăхĕ район активĕпе канашлу ирттернĕ. Администраци пуçлăхĕ Николай Миллин çур акине мĕнле хатĕрленни пирки каласа кăтартнă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каланă тăрăх – кăçал республикăра акмалли лаптăксем 581 пин гектарпа танлашмалла, куккурус ытларах акма палăртнă. Министр топливо туяннă чухне çăмăллăхсемпе усă курассипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял халăхне пулăшмалли программăсем çинче чарăнса тăнă.



19 марта 2012
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter